Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗненес (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗненес килмерӗ пулин те, ҫӗнӗрен пӳлнӗ пӗве мӗнлереххине курма кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Чӑн сӑмах-и ку? — ӗненес те килмерӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Ӗненес те килмест…

И не верится…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ӗненес те килмест ҫав куна салтаксем ырӑ-сывӑ кӗтсе илнине.

Солдатам не верилось, что они дожили до этого дня.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ма ӗненес ҫук?

— А почему нет?

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗне ӗненес ҫук?

— Во что не поверят?

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем те ӗненес ҫук.

И люди не поверят.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ хыпара ӗненес тӗк, ҫав ҫын кам пулнине палӑртман.

Если верить новости от 11 ноября, кем является пострадавший, все еще не установлено.

Муркаш районӗнче ҫынна ҫапса хӑварнӑ: водителе шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33415.html

— Темскер, ӗненес килмест.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей иккӗленмест, виҫӗ колхоза пӗрлештерсен, Ятман, паллах, председатель пулать, ҫавӑнпа ун ӗмӗчӗ хӑй каланӑ пек таса пулнине ниепле те ӗненес килмест».

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хутран-ситрен унӑн ҫак ҫичӗ вилӗм аллинчен тухнӑ, пурнӑҫра питех те нумай курнӑ ҫын хӑйӗн савнийӗ пулнине те ӗненес килмест.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыранхи нормӑна та кӑшт ҫеҫ тултарайман, Анушкана ҫырса ярсан, ӗненес те ҫук.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗненес те килмест, — терӗ Михала пичче майӗпен.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӗтел хушшинче ларакан Михалан ӗненес те килмерӗ: чӑнах та ун ҫырӑвӗ Сталин патнех кайӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тем, ӗненес килмест.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна унӑн ӗненес килмерӗ, вӑл каялла иртнӗ чухне те пулин Хаят инке патне кӗме хӑюллӑх ҫитерӗ тесе шанса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ҫыхӑнура» порталта комментари ҫыракансене ӗненес тӗк, вилекеннисем каччӑпа хӗр пулнӑ, пӗрлешме хатӗрленнӗ.

Если верить авторам комментариев на портале «На связи», погибшие являлись женихом и невестой, они собирались пожениться.

Комсомольски районӗнчи аварире каччӑпа хӗр вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33278.html

Ӗненес те килмест, хӗрарӑмах калать-и кӑна?

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку шухӑша ӗненес пулсан унӑн проекчӗпе кӗпере 1913-1917 ҫулсенче Арзамас — Шӑхран чукун ҫул участокӗпе пӗр вӑхӑтра тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Хӑвӑра ӗненес тесен ҫӗнӗ проектсемпе ӗҫлӗр.

Займитесь новыми проектами, чтобы поверить в себя.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех