Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшшипе (тĕпĕ: ӑшши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ман ӑшӑмра халӗ тарӑхӑвӑн йӗплӗ пиҫенӗпе пӗрлех шеллевӗн ачаш чечекӗ те «шӑварӑнасшӑн» пулчӗ, пит-куҫа хӗретекен хӗл сивви ҫурхи алтакки ӑшшипе ылмашӑнчӗ: енчен те машина айне пулнӑ пулсан?…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Карчӑк хӑйӗн тӗпренчӗкне, хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннине чун-чӗрен пӗтӗм ӑшшипе, сӑвапӗпе кӗтсе илме хатӗрленни куҫкӗретех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пачах урӑхла - ырӑ кӑмӑлӗпе, ӗҫӗсенче те сисӗнекен чун ӑшшипе хӑй патне туртать.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Вӗренӳре хӑйсем Ула Тимӗр «картлашки ҫине те ҫӗкленеймен-ха», анчах сӑн-пит те кӗлетке тӗлӗшӗнчен курӑмлӑрахскерсем, сулхӑн ҫанталӑкра та тӑван амӑшӗн хӳттинче, ун ҫутипе те ӑшшипе «тымарланса папкаланнӑскерсем», кирек мӗнле пирӗшти пуҫне те чечек пахчиллӗн, ҫӑтмах тӗнчиллӗн тӗтрелетсе, чӗрине те пылаккӑн-кӑварлӑн «вут хыптармалла».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл тунката ҫумне таяннӑ та, ансах ҫитеймен хӗвел ӑшшипе лӑпкӑн ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Кӑмака ӑшшипе газ ӑшши - пачах расна.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ну ӑна, Рита, салтакра пулман арҫынна, ыталаса ӑшӑтма кирлех те мар пуль тетӗп, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ун йышши ханттара кӑмака ӑшшипе те ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпир ӑна ҫак уяв ячӗпе ӑшшӑн-ӑшшӑн саламласа чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, тапса тӑракан вӑй-хал сунатпӑр, ҫемьере яланах килӗшӳ, ӗҫре ӑнӑҫу пулччӑр, ҫывӑх ҫыннусен ӑшшипе киленсе нумай-нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Хӗне кайсан сана хӑйӗн ӳсентӑранӗсемпе, уҫӑ сывлӑшӗпе, таса шывӗпе, хӗвел ӑшшипе сиплеме тӑрӑшать.

Почувствуешь ли ты себя плохо — она исцелит тебя своими травами, чистым воздухом, родниковой водой, солнечным теплом.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сайра-сайра-а хушӑра кӑна чӗре тӳлек уҫланка пырса тухать, хӗвел ӑшшипе йӑпанса пӑхать.

Лишь изредка проглядывает тропинка, согретая солнышком.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫемье ӑшшипе киленме майсем пулӗҫ. ҫемьепе пӗрле уҫӑлма тухӑр е лавккана япала туянма кайӑр.

Есть возможность в полной мере насладиться уютом и теплом в кругу семьи. организуйте совместную семейную деятельность, выберетесь на прогулку или за покупками.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эх, ҫавӑнти хӗвел ӑшшипе ҫеҫ хӗртӗнесчӗ пӗрре, пӗтӗм ҫан-ҫурӑма кӑнтӑр ҫилӗ ҫинче кантарасчӗ!

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сисрӗ-тӗр ватӑ Ремис хӗвелтухӑҫ енчен, хӗвел ӑшшипе ярӑнса, тискер тӑшмансем хура пӗлӗт пек Атӑл Пӑлхарсен ҫӗрӗсем ҫине ашкӑнса ҫаратма, юн юхтарма килессине.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Уй-хирти юр пӗркенчӗкӗ ҫурхи хӗвел ӑшшипе часах ирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хитрен янӑрать вӗт тӑван халӑх ӑшшипе, чӗрипе, хӗмӗпе тулнӑ «РЕСПУБЛИКА КУНӖ паян», тениех.

Куҫарса пулӑш

«Аван-и…» // Леонид Атлай. Whatsapp

«1910 ҫулхи ҫуркунне ман тӑван килшӗн асаплӑ та синкерлӗ пулчӗ, — аса илет каярах Петр Николаевич, — ҫурхи хӗвелӗн малтанхи ӑшшипе пӗрле ӳпке чирӗпе анне вилсе каять, ун хыҫҫӑн атте,.. унтан вара пичче те».

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

— Сывӑ пул, Мори! — чӗри ӑшшипе хуравларӗ те хӗр вырӑн ҫинчен ҫӗкленсе Моргианӑна пилӗкӗнчен ыталарӗ, чуп тума тутине тӑсрӗ.

— Прощай, Мори! — сердечно ответила девушка, приподнявшись и охватив талию Моргианы, причем протянула губы.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пачах урӑхла, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр, нимӗн ҫинчен те шухӑшласшӑн та пулмасӑр, — хӗллехи вӑрман уҫланкинче кӑвайт ӑшшипе вӑраннӑ хурт-кӑпшанкӑлла, — ӑнтӑлса-ӗненсе кӗтекен арҫын ытамне, хӑй те ҫавнашкалах ӑнтӑлса-ӗненсе, пӗтӗм хӗрӳлӗхпе ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кӑвайт ӑшшипе чӗрӗлнӗ кӑпшанкӑ, чӑнах та, — турат ҫумне ҫыпҫӑнса хӗл каҫма юлнӑ-ши ӗнтӗ вӑл, мӑнтарӑн, е ирӗлнӗ юр айӗнчен вӗҫсе тухрӗ — те асӑрханаймарӗ, те тата ӑшӑраха, вут ҫывӑхнерехе хыпаланчӗ, Эверккипе Илемпи куҫ хупса иличчен кӑвайт ҫине пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех