Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшне (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр самантран ҫурмаран хуҫӑлнӑ хӑмапа пӗрле тарӑн юр ӑшне месерле кӗрсе ӳкрӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑраса ӳкнипе хӗвне чикнӗ вӗрене юр ӑшне кӑларса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Шӑлавар пӗҫҫийӗсене ҫӑм атӑран кӑларса тарӑн юр ӑшне ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Мӗн тӑвас ха кусене?» — шухӑшларӗ пуҫӗпе минтер ӑшне тӑрӑнса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑй тӳрӗ утасшӑн пулчӗ пулин те хура ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисемпе сукмака тӗллеймесӗр темиҫе хут та тарӑн юр ӑшне ана-ана кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӑна 2014 ҫулта ҫӗр ӑшне чавса хурса вырнаҫтарнӑ.

Ее проложили под землей еще в 2014 году.

Тавӑшкассинче хуҫасӑр газ пӑрӑхне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35362.html

Малалла мӑкӑрӑлса тухнӑ хырӑмӗ ҫинчи кӗпи ҫурӑлнӑ (ку ӗнтӗ хӑйне хӳме ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ чух пулнӑ пуль) — ҫав ҫурӑк витӗр хура ҫӑм ӑшне путнӑ кӑвапа курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Виҫӗ пӳлӗм — кашнин ӑшне урӑх тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ, веранда, ӑна тӗрлӗ-тӗрлӗ кантӑкпа картланӑ, ҫӳлте — мезонин, аялта — нӳхреп.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Ун ҫине ларман, ӑшне кӗрсе ларнӑ, — терӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

— Сана курманни ҫулталӑк ҫитрӗ, каҫар, килеймерӗм: вӑхӑт пулмарӗ-ҫке манӑн, ӗҫ ӑшне путрӑм.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫӗ ҫырла // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 28 с.

Унӑн ҫав юратӑвне, хуйхи-суйхине, юррине ҫӗр хӑй ӑшне сӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Коля Укахвие качча илет пек те — Укахви, хӗр япали валли, шурӑ тӳшек пичӗ ӑшне ҫав ҫемҫе пӗлӗтсенчен тӳшек чыхать пек…

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Темӗнле кайӑксем ҫӗрте чупса ҫӳресе юрлаҫҫӗ, ҫын ҫывхарсан, тӗмӗ ӑшне чӑмаҫҫӗ те тепӗр тӗлте шевлетме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ват йӑмрасем хӑйсем юрлама пуҫлаҫҫӗ те — юррине, кӑштах ҫӑтса юлнӑ хыҫҫӑн, сӑрталла параҫҫӗ; сӑрт та ӑна кӑшт хӑй ӑшне сӑрхӑнтарса илет, юлашкине малалла ӗнерсе парать, юрӑ сассине вӑл улӑх тӑрӑх анаталла ярать, шывсене, хирсене сапалать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чӑвашсен «Аллу хуҫӑлсан — алса ӑшне пытар» текен каларӑшӗ — унӑн чуннех кӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аялта кутӑн шӑнкрав пек кӑвак чечек, куршанак пуҫлӑ туна, симӗс хутаҫ ӑшне вырнаҫнӑ мӑкӑнь пуҫӗ пек курӑк чӑлханса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗтӗмпе хӑй ӑшне туртса кӗчӗ кӗвӗ Эльвирӑна, пӗтӗм сисӗм-туйӑмне, ӳт-пӗвне тыткӑнларӗ, вӗсене мӗнпур асапӗпе те ырлӑхӗпе ҫунма ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑпӑшка ҫӳҫ ӑшне путнӑскер, вӑл кӑшт ҫил вӗрсенех вӗҫсе ҫӗкленес пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Йывӑҫ хӑйне пурнӑҫ панӑ, вӑй панӑ, илем панӑ ҫӗр ӑшне тарӑн тымар янӑ пек, хӑйсен пурнӑҫне тӑван ялпа, тӑван ҫӗрпе ӗмӗрлӗхе ҫыхӑнтарнӑ ӗҫ паттӑрӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Пӗр-ик агрегат ахаль тӑнӑ пулсан, паллах, пӗлес те ҫукчӗ ҫакна Николаев, анчах ӑна пур агрегат та, ҫав шутра Анатолий Тарасович Ильин агрегачӗ те, нӳрлӗ тӑпра ӑшне тулли пӗрчӗ хывса, малалла васканӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех