Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшне (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ман халь пӗччен малашне мӗнле пурӑнас, кама шыв йӑттарас, кама кӗпе ҫутарас, кам урай сӗрсе парать, кама улма шураттарас, — пӑшӑрханса юлчӗ арӑмӗ машина ӑшне кӗрсе ларнӑ упӑшки ҫине пӑхса, — каҫхине килетӗн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Ҫук ҫав, пура вӑл йӗп мар, улӑм ӑшне пытараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Семенов ҫав самантрах сӑвӑ кӗнекине парта ӑшне персе чикрӗ те ун вырӑнне Кӗҫтук умне «закон божий» кӗнекине уҫса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл калать, тет: «Пылчӑк ӑшне сапчӑр та, иртерех кӑна акчӑр», — тесе.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫакна пӗлсен, Лавр Кузьмич артель мастерскойӗнчен сиксе тухрӗ те ҫывӑхри киоскра умлӑ-хыҫлӑ икӗ курка сӑра ӗҫрӗ, ҫапах хыпса ҫуннӑ ӑшне кантараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чун кӳтсе килнӗ самантсенче Лавр унпа калаҫса ӑшне пусаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Борис экран ҫине мар, хӑйӗн ӑшне ҫунтаракан Аля ҫине тинкерсе пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫапах та мана йывӑҫ пырса ҫапрӗ те, эпӗ юр ӑшне чӑмрӑм…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл мобилизациленисене валли 29 мӑшӑр ӑшӑ атӑ-пушмакпа, 70 мӑшӑр чӑлхапа, атӑ ӑшне хумалли 130 мӑшӑр стелькӑпа тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Ҫавӑнпа ӗнерхи преми укҫине, пурне те ӑна тыттарас мар-ха тесе, пер хӗрлине — вуннӑлӑххине — темиҫе хут хуҫлатса шӑрпӑк коробки ӑшне пытартӑм, ӑна карчӑк нихӑҫан пӑхас ҫук, кӗсьесене тӗрӗслекелет-ха килте укҫа пӗтсен.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Шап-шурӑ нейлон кӗпине хуп-хура брюки ӑшне чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Шӑпчӑк киленсе юрӑ пуҫарать, вӑл ӑна хӑватлантарса, хитрелетсе пырать, каҫӑхса кайса юрлать, юлашкинчен хӑй юррине хӑй ытарайманнипе чӗри ҫурӑлса каять те кайӑк тӗм ӑшне персе анать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Сӗтелӗ ҫинче уҫса хунӑ кӗнеке выртать, кӑвак кантӑк ваза ӑшне икӗ чечек лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ӑшне пусарма текерлӗк сывлӑх шывӗ ӗҫет, эп — эрех ӗҫетӗп».

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хӑвах пӗлетӗн шофер ӗҫне: пылчӑкра унӑн яланах машина айӗнчи пӗр-пӗр деталь ҫӗмӗрӗлет, вара ҫарти пек «пластунски» шусах пылчӑк ванни ӑшне кӗрсе выртатӑн: сивӗре баллон шӑтать, ун чухне алсене тӑм илтерменни кӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Кунта икӗ пӗчӗк турилкке ӑшне хупнӑ ҫатма икерчи, чӑкӑтпа пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ҫур литр сӗт пур иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эпӗ ӗнтӗ хама кӑштах хӑюллӑрах тытма пуҫларӑм, ӗнер купаланӑ капансем патне пырса сенӗке тӑратрӑм, кушиле вӗҫерсе капан ӑшне чиксе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ку этем, Шӑнкӑрч тенӗскер, вӗҫӗмсӗрех Кульккаран та лайӑх пурӑнатӑп тесе систеркелерӗ; унӑн ҫурчӗ те ҫакнашкалах-мӗн, анчах ӑшне кӗрсе курсан такам та тӗлӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Хӗр саншӑн ҫулӑмпа ҫунать, сана кӗтсе пурӑнать, эсӗ ӑҫтиҫукла унӑн ӑшне ҫунтаратӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Темех мар мӗн: икӗ енлӗ кайморит кӑна, анчах хирург ҫӗҫҫи пит шӑмми ӑшне кӗни ытлашши кӑмӑллӑ япалах мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех