Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшаласа (тĕпĕ: ӑшала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Макҫӑм ӑна кашнинчех чӑпӑрккапа ӑшаласа тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турт теҫҫӗ сана! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те Платуна ҫурӑмӗнчен ӑшаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм Анук лаши мӗн таран вӑйлине тӗрӗслес шутпа: — Кума, манран ан юл вара! — терӗ те лашине чӑпӑрккапа ӑшаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ювелир патӗнчен вӗри шывпа ӑшаласа янӑ пекех вӗтеленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур ҫатма ҫинче ҫӗрулми ӑшаласа ҫирӗ те савӑт-сапана ҫуса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хушӑран пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳретпӗр, пулӑ пӗҫерсе, кӑмпа ӑшаласа, пӗрне-пӗри сӑйлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кирук авалхи ҫынсем тата утрав ҫинче пурӑнакан кайӑк ҫынсем халь те аш-какая вут ҫинче тытса ӑшаласа ҫини ҫинчен кӗнекесем вуланине аса илех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тап-таса кунӗ пуҫ тӳпинченех ӑшаласа тӑракан ялтӑркка хӗвелпе (ҫумӑр хӗвелӗпе) шӑраннӑран пӳлӗмре ытла та пӑчӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпир пит-куҫ ҫуса сухал хыриччен пирӗн карчӑксем пулӑ ӑшаласа та хурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Анчах ку хама хам саламатпа ӑшаласа илнӗ пекех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ташламастӑн-и? — терӗ те каччӑ Анука ҫурӑмӗнчен хулӑпа ӑшаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха патӗнчен вӗри мунчара ӑшаласа янӑ пек тухрӗ Татьяна, юмӑҫ каланисене таса сывлӑшра ӑнланса илме тӑрӑшрӗ, анчах ун пуҫӗнче мӗнпурӗ те «лаша пӗтнӗ» тени ҫеҫ хура ҫӗлен пек явкаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑнах та, ватӑ юман пек тӑн-тӑн шур сухаллӑ старик вӗсене, хӑнана килнӗ мӑнукӗсене, шултра пӗренесенчен мӑкласа лартнӑ пӳртре сӗтел хушшине лартсах хура ҫӑкӑрпа караслӑ пыл ҫитернӗччӗ, тин татнӑ кӑмпа та ӑшаласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ватӑ карчӑк, вӗсене ҫупа ӑшаласа йӑва пек япала ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пусатӑн та, урана вут ӑшаласа илнӗнех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Альберта ӑшаласа парас куна, — тет Петӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Часах Алимпи амӑшӗ, хӑйсем патне мӗнле ҫын килнине пӗлсе, сӗтел ҫине ҫӑмартапа чӑкӑт ӑшаласа пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ваше величествана вӑл пулӑ ӑшаласа ҫитернӗччӗ».

Он кормил Ваше величество жареной рыбой.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑшаласа та, пӑтӑ пӗҫерсе те, кавӑнпа тӑпӑрчӑ запеканки те туса парӑп… — хавхаланчӗ ҫамрӑк арӑм.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Тытнӑ пек пулла ҫыран хӗрринче ӑшаласа ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех