Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсталӑхӑн (тĕпĕ: ӑсталӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем чӑваш культурине парӑннӑ, пултарулӑх энергийӗпе тата ӑсталӑхӑн ҫӗнӗ тӳписем патнелле малалла каяс кӑмӑл туллии пулнипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Они преданы чувашской культуре, полны творческой энергии и желания идти вперед к новым вершинам мастерства.

Чун юрланӑ чухне // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ne-3471478

Искусствӑн профессилле вучахӗсем, хӑйсене евӗр маяксем тата ҫул кӑтартса пыракан ҫӑлтӑрсем евӗр, художествӑллӑ пултарулӑхри пысӑк ӑсталӑхӑн тӗслӗхӗсем пулса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн ӳнер теорийӗн, историйӗн, музыка вӗрентӗвӗн тата юрлас ӑсталӑхӑн кафедрин доценчӗ Вероника Арисова 50 ҫул тултарнӑ.

22 октября исполнилось 50 лет доценту кафедры теории, истории искусств, музыкального образования и исполнительства Чувашского государственного института культуры и искусств Веронике Арисовой.

Вероника Арисова 50 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30064.html

Унта мистер Ольбинет мӗнпур ӑсталӑхӑн йӗркисемпе хатӗрлесе сӗтел ҫине ирхи апат лартса пачӗ.

Где мистер Ольбинет накрывал стол к завтраку по всем правилам искусства.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ эпӗ тырӑ пӗрчисене ватса е тӳсе ҫӑнӑх тума чул килӗ тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм: арман ҫинчен — ӑсталӑхӑн чи паха япали ҫинчен ӗнтӗ — сӑмах та пулма пултараймасть: ун пек ӗҫе тума этемӗн пӗр мӑшӑр алли вӑй ҫитереймен пулӗччӗ.

Теперь я стал думать о том, как сделать каменную ступку, чтобы размалывать или, вернее, толочь в ней зерно; ведь о таком замечательном произведении искусства, как мельница, не могло быть и речи: одной паре человеческих рук было не под силу выполнить подобную работу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех