Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсталанӑ (тĕпĕ: ӑстала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӑй аллипе трактор ӑсталанӑ.

Один житель Урмарского района своими руками собирает трактор.

Ял ҫынни трактор ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34528.html

1873 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ремингтон фабрикинче ӑсталанӑ пичет машинкине хӑтланӑ — вӑл шанчӑклӑ та меллӗ модель пулнӑ.

1 марта 1873 года был представлен промышленный образец — достаточно надежная и удобная модель пишущей машинки, изготовленная на фабрике Ремингтона.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Кӗске кунчаллисене те ӑсталанӑ, тӗплесе те ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Хамӑр ялта кашни килтех вӑл ӑсталанӑ кӑмака пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Гарвард университетӗнчи Африка археологийӗпе ӗҫлекен Абидеми Бабалола (Abidemi Babalola) специалист хӑйӗн тӗпчевӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑка йоруб культуринче ӑсталанӑ.

Ведущий автор исследования, специалист по археологии Африки Абидеми Бабалола (Abidemi Babalola) из Гарвардского университета, говорит, что стекло изготавливалось в культуре йоруба.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Пӳрт умӗнче — Валентина Васильевна ӑсталанӑ чечек клумбисем.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче вара пурте пӗрле кар тӑрса ҫар операцине хутшӑнакансем валли тимӗр кӑмакасем ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Вӗсене завод ӗҫченӗсем шутласа кӑларса ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Пысӑк технологисен ӗмӗрӗпе вӑрнарсем те тан пынине IT-Куб, Санарпуҫӗнчи агрокласс тата ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ хӑйсем ӑсталанӑ роботсем, 3-D изделисем, агрегатсем урлӑ кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Арсений Прокопьевӑн патриотизм туйӑмӗ вӑйлӑ, вӑл робот-танк ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Туй арӑмӗсем валли те ӑсталанӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Эпир ӑсталанӑ ӗҫсемпе вырӑнти парка хӑтлӑлатӗҫ, - терӗ Андрей Кошкин.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Малтанхи ҫулсенче сувенир та (курка, алтӑр, ҫӑпала, кашӑк…) чылай ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Вӑл Евгений Акимовпа, Алексей Казаковпа пӗрле сӗтел-пукан, палӑксем, скульптурӑсем ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Эпӗ ӑсталанӑ ӗҫсем ректор пӳлӗмӗнче те ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Пахчаҫимӗҫрен ӑсталанӑ япаласем валли те вырӑн тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Иртнӗ ӗмӗрте, колхозсем вӑйлӑ аталаннӑ вӑхӑтра, районти чылай ялта ҫӗнӗ пӗвесем ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Элӗке килсе кӗнӗ ҫӗрте, пӗвесем ҫывӑхӗнчи лапамра, тункатасенчен ӑсталанӑ «чиперуксем» иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Уява килекенсен кӑмӑлне ҫӗклеме фойере учительсемпе ачасем ӑсталанӑ ал ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех