Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатма (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек кам та хӑйне мӗн кирлине хӑй ӗҫлесе тутӑр, ҫавӑн чухне тин вӑл чӑн-чӑн ҫын пулать, — терӗ Виссарион Игнатьевич хӑнана ҫенӗк умне ӑсатма тухсан.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Асатте больницӑран тухсанах сан патна пыратӑп», — ҫавӑн пек шантарчӗ хӗр, Герасим Федотовича ӑсатма Шарпашах пынӑскер.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халӑх ыйтнипе Пӑкачав ҫак йӗксӗксене пурне те леш тӗнчене шуйттансем патне ӑсатма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм Килтеш халӑхӗ вӗсене ӑсатма хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурпӗрех санчаҫе ӑсатма тивет, кунта сиплеме май ҫукки паллӑ, — ӑнлантарчӗ ҫамрӑк санитар.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Анчах мана ӑсатма тухсан, вӑл хӑй шикне те систерме манмарӗ:

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗнер икӗ машинӑна тата ӑсатма каякан ҫамрӑксен машинисене япаласемпе тултарса пирӗн хӳтӗлевҫӗсем патне ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Акӑ, ҫак кунсенче Тукаймишерсем тепӗр парти гуманитарлӑ пулӑшу ӑсатма хатӗрлесе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Мулӑма пытартӑм, кушака леҫес тенӗ чух Апраҫ аппа хӑй пире ӑсатма килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тавтапуҫ, Дружок, ӑсатма килнӗшӗн!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Мана ӑсатма васкатӑн пулӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Ҫитет!» — чӑтаймарӗ Ула Тимӗр, вара чӑшлакан, сӑмсана тутлӑн кӑтӑклакан, пӑсланакан кӑмпасене вут ҫинчен илчӗ те, пырне курак чӗппи пек сассӑр кх-х-х! хыртарса илсе, «шампур» вӗҫӗнчен кӑшӑлт-кӑшӑлт турта-турта хӑтарса, чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине сиктерчӗ, ҫӑвара шыв килтерекенскерсене пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе пӑхрӗ — исленичченех ӗлкӗреймен иккен-ха, ҫӑваралла алхапӑл ӑсатма та васкамалла мар: пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑсатма терӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ҫӑмарта экспорчӗ 65 хут пысӑкланнӑ, йӗтӗн вӑррине ют ҫӗршывсене 17 хут ытларах ӑсатма тытӑннӑ, аш-какай вара — 2,6 хут нумайрах.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Халӑх хывнӑ пулӑшӑва пула ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен вырӑна тепловизорсем, бинокльсем, монокольсем, каҫпа курма май паракан хатӗрсем ӑсатма пултартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Кӑҫалтан тытӑнса экспорта пӗрремӗш хут ҫӑнӑх тата комбикорм ӑсатма пуҫланӑ.

С этого года впервые экспортируются мука и комбикорма.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эпир хамӑр аграрисемпе мухтанатпӑр, вӗсем ансат мар условисенче экспорт калӑпӑшне 3 процент ытла ӳстерсе хӑйсен таварӗсене Китая, Беларуҫе, Казахстана, Таджикистана, Арменине ӑсатма пуҫларӗҫ.

Мы гордимся нашими аграриями, которые в непростых условиях не просто превысили показатели прошлых годов, но и смогли увеличить объем экспорта более чем на 3 процента и переориентировать его на Китай, Беларусь, Казахстан, Таджикистан, Армению.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Халь вара, тӑванӗсем чылай чухне пӗр-пӗр ҫынна юлашки ҫула ӑсатма кӑна пуҫтарӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Кӗҫтук ҫапах вырӑн ҫинчен тӑчӗ, тусне ӑсатма кил картине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине Пазухина станцӑна ҫити ӑсатма Кӗҫтук хӑй пырасшӑнччӗ, анчах ӑна, шӑнма юрамасть тесе, пӳртрен кӑларасшӑн пулмарӗҫ, вӑл вырӑнпа выртмаллах чирлӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех