Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑс сăмах пирĕн базăра пур.
ӑс (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй шарламасть Думитру Георгиевич, хамӑр вара кун чухлӗ пурӑнса та ун пеккине тавҫӑрса илмелӗх ӑс пухайман-ха.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кун валли нумай ӑс кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗтӗм строительство управленийӗ валли пӗр ҫӗрте кантӑк касассине Тарас Поликарпович ӑс панипе майласа ячӗҫ, — сӑмахне каласа пӗтерчӗ Юлаев.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ан кай, кӗр ман пата, тесе калама мӗншӗн пӗри те ӑс ҫитереймен?

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пысӑк ӗҫри пин-пин чӑрмавсене вӑй хурса та ӑс ҫитерсе ҫӗнтернипе пӗрлех ҫак йывӑр чӑрмавпа та — ҫанталӑк чӑрмавӗпе — кӗрешме, ӑна та ҫӗнтерме тивет строительсене.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурнӑҫа витӗр пӗлекен Прохор Петрович та ҫав сӑмахсене тупма ӑс ҫитереймест-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ӗнтӗ эпӗ, Ҫеркей, кун пирки тӑнлантарма ӑс та ҫитерес ҫук, — терӗ кӑштах вӑхӑт иртсен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ватӑлнӑ май ӑс мӑкалса пырать тесе ӳпкелешетӗп тепӗр чух — аптрамасть иккен-ха тӑнӑм-пуҫӑм!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурнӑҫӑма йӗркелесе пыма ӑс ҫитернипе мухтанассӑм килчӗ пулас, ара.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Каласса ҫапла каларӗ Ҫтаппан, анчах унӑн малаллахи сӑмах-юмахӗ йӑлтах мана ӑс пани, пурнӑҫа ҫапла пурӑнмалла ӑна, тени пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепри тата пуҫне ватать-ватать те, шутласа кӑларма ӑс ҫитереймен енне, Ҫтаппанпа тава кӗрсе кайма пӑхать:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эс, тархасшӑн, кай каялла, вунтӑххӑрмӗш ӗмӗре, тек пирӗн пата нихҫан та ан таврӑн, атту эс ялан мӗнле те пулин тӗлсӗр сӑмах персе яратӑн, вара сана тӳрлетмелле, ӑс памалла, йӑнӑшсенчен тасалма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тем ӑс кӗнӗ Таранова — пӗррехинче вӑл тахӑшӗнпе авангардизм ҫинчен калаҫнӑ чух каларӗ хучӗ: «Пустуях шавлаҫҫӗ Европа культури пирки, вӗсен ҫӑлкуҫӗ — халӑх сӑмахлӑхӗ, фольклор, эппин. Тупмалли юмахсем пур вӗт…

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл тем ӑс тытса лаҫ патнелле хамлата-хамлата ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламов ӑна пулах сарӑмсӑр инкек тӳсрӗ, анчах лешӗ, чеескер, мӗнпур айӑпа Пурхиле ҫине йӑвантарма ӑс ҫитерчӗ…

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене ӑс кӗртмелле мӗнле те пулин, унсӑрӑн кая юлсан каю шӑтать тенӗ пек пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев, таҫта эрех тупса ӗҫме ӗлкӗрнӗскер, самаях ӳсӗрччӗ, ури ҫинче аран-аран тӑркалатчӗ, ҫавна май вӑл Таранов хуйхи-суйхине тулӑклӑн ӑнкарса илме ӑс ҫитереймерӗ, унӑн хӑлхине «укҫа-тенкӗрен хӗсӗкрехчӗ» тени кӑна кӑтӑклантарчӗ пулас — хайхискер тата ытларах тулхӑрса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук, вӑл урӑх енчен ӑстарах пулнӑ: ун чухне бригадирта ӗҫленӗ Хумма Левенӗпе пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ, ӑна эрех-сӑрапа тӑраничченех шӑварма ӑс ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Килти ӗнене те яланах арӑм пӑхать те, ӑҫтан эп фермӑна ертсе пыма ӑс ҫитерӗп?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саркай ҫавӑн пек ӑс пачӗ пулин те Таранов иккӗленчӗк шухӑшӗсенчен тасалаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех