Шырав
Шырав ĕçĕ:
38-39. Унтан Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 40. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын пулнӑ: 41. ҫаксем — Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34-35. Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 36. вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ: 37. ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Мерарирен Махли ӑрӑвӗпе Муши ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Мерари ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ; 34. шутласа тухнӑ арҫынсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ултӑ пин те икҫӗр ҫын; 35. Мерари ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Цуриил, Авихаил ывӑлӗ; вӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енне лартмалла; 36. Мерари ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсемпе каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене, унӑн мӗнпур япалипе пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне астуса тӑма хушмалла 37. тата вӗсене картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисемпе вӗренӗсене астуса тӑма хушмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кааф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне лартмалла; 30. Кааф ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ вара Елцафан, Узиил ывӑлӗ; 31. вӗсем пӑхмалли япаласем: саккун арчи, сӗтел, ҫутаткӑҫ, парне вырӑнӗсем, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан сӑваплӑ савӑт-сапа, чаршавпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Гирсон ӑрӑвӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗ хыҫне, анӑҫ енне, лартмалла; 24. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Лаел ывӑлӗ; 25. Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта ҫакӑнса тӑракан чаршава, 26. картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра ҫавӑрнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава, кӗлӗ чатӑрӗн вӗренӗсемпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне астума хушмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫаксем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ пуҫлӑхӗсем.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кусем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми: кусем — Рувим килӗ-йышӗ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем — хӑйсен ӑрӑвӗсен вуникӗ ҫулпуҫӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ [Авраама] каланӑ: хӑвӑн арӑму, Сарра, хӑех сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Исаак ятлӑ хурӑн; Эпӗ унпа [Эпӗ унӑн Турри пулӑп тата] унӑн килес ӑрӑвӗсен Турри пулӑп тесе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2