Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ӑнӑҫсӑр (тĕпĕ: ӑнӑҫсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗрӗсех пуль ҫав, Никифор Ильич, тӗрӗсех, эп те вунвиҫҫӗмӗш кум пултӑм та, ӑнӑҫсӑр кум.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

— Пулать вӗт ӑнӑҫсӑр кун, — кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ пуҫне Никифор Ильич, — ахальтен каламан ҫав вунвиҫҫӗмӗш число ӑнӑҫсӑррине.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Шӑртне чӑнк! ҫӗкленӗ анчӑк, хӑрр! хӑрр! хӑрлаттара-хӑрлаттара, ӗнтӗ ӑҫтиҫука, хура ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр путланнӑ кукӑр ала, хӑвалама пӑрахрӗ, пашка-пашка, чарӑнса тӑчӗ, унтан алхапӑл ман кӗпе патнелле ыткӑнчӗ, кӗпене шӑлӗсемпе ҫаклатса илчӗ, вара, пуҫне ыраш хушшинчен уй хӗррине тухса тӑнӑ тырккас пек ҫӗклесе, ман еннелле мӑкӑл-мӑкӑл хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫавӑн пекех ГИБДД сотрудникӗсемпе ҫул-йӗр тӗрӗслевне тухаҫҫӗ, ПДН ӗҫченӗсемпе, участокри уполномоченнӑйсемпе ӑнӑҫсӑр ҫемьесене ҫитеҫҫӗ, йӑлари преступленисене асӑрхаттарассипе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Преподаватель директорӑн ӑнӑҫсӑр ӗҫне аса илчӗ.

Преподаватель вспомнил неудачную затею директора.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паян унӑн спектаклӗ ӑнӑҫсӑр иртнин сӑлтавӗ йӑлтах ҫакӑнта.

И в этом — причина его сегодняшнего провала.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл кӑтартнӑ спектакльсенчен ку пӗрремӗш хут ӑнӑҫсӑр пулчӗ.

Это был его первый провал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мана хӑй ӗҫӗпе хапӑлласах паллаштарчӗ, малашнехи ӗмӗчӗсем ҫинчен те каларӗ, сӑмах майӗн ӑнӑҫсӑр председателе те ятласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мана тахҫан Баймашкин ятлаҫни аса килчӗ: вӑл та ун чухне хӑш-пӗр ӑнӑҫсӑр журналистсем пирки ҫакнах каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑна ытларах ӑнӑҫсӑр пуҫлӑхсемпе хивре журналистсем калама юратаҫҫӗ, — терӗ Антонов, сӗтел ҫинчи хулӑн кантӑка хыткан пӳрнисемпе тӑкӑртаттарса.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Апла питӗ ырӑ хурт-кӑпшанкӑ-ҫке вӑл, мӗн чухлӗ манашкал ӑнӑҫсӑр каччӑ ӑна тав тумалла!

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах хӗр сассинче макӑру палӑрмасть, ҫавӑнпа танлаштару та ӑнӑҫсӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Николай Иванович унӑн танлаштарӑвӗ ӑнӑҫсӑр терӗ, ҫапах Вӑрасар хӑй патне туртнине пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Эпӗ сана вунҫичӗ ҫулхи хӗр пек юратса пӑрахрӑм, санпа ҫеҫ пурӑнтӑм, санӑн кашни ҫитӗнӗвӳ хамӑн ҫитӗнӳ пек туйӑнатчӗ, санӑн кашни ӑнӑҫсӑр ӗҫӳ мана чӗререн хурлантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпӗ те хамӑн диссертаци ӑнӑҫсӑр пулни ҫинчен Оксанӑна каласа патӑм, чунӑмпа йӗтӗм эпӗ ун умӗнче.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Урӑх халӑх ӗҫ ҫыннисемпе анлӑн хутшӑнса пӗрле ӗҫлесе пурӑнни, вырӑс рабочийӗсен революцилле хастар кӗрешӗвӗ хавхалантарни, халӑха ӑнӑҫсӑр яппун вӑрҫи асап кӳни тата ытти нумай сӑлтавсем чӑваш ӗҫ ҫыннисен сӗмне те уҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Михха хӑйне кӑмӑллӑ тыткалама тӑрӑшрӗ пулсан та, чиркӳре Микулана тапӑнни ӑнӑҫсӑр иртнине манаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал ӑнӑҫсӑр ӗҫ хӗр ҫураҫма пӗлменрен ҫеҫ сиксе тухнӑ пулсан пӗр хуйхӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шухӑшӗ йӗркене кӗрсен, хӑйӗн мӗнпур ӑнӑҫсӑр пурнӑҫне, ҫӗклейми хуйхине тӗпрен ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӑнӑҫсӑр.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех