Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнсӑртран сăмах пирĕн базăра пур.
ӑнсӑртран (тĕпĕ: ӑнсӑртран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ман чӗрене ӑнсӑртран пырса кӗтӗн те вӑтӑр ҫула яхӑн юратса пурӑннӑ арӑм вырӑнне йышӑнтӑн…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ вӗсем патне ӑнсӑртран пырса тухӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне ӑнсӑртран сехет ҫине пӑхрӗ те ҫурма ҫӗр ҫитнине курса канӑҫсӑрланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Краҫҫын кӗленчи ӑнсӑртран килсе выртнӑ-им?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ара, пир пухма ҫармӑссем енне кайнӑччӗ те… — ку ӑнсӑртран килсе кӗнӗ шухӑш Платун хӑюлӑхне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран чӗрӳне шик пырса кӗрсен, сӑхсӑх та виҫӗ хутчен айккинелле сур.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ӑнсӑртран алкум вӗҫнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те унта тулли михӗ ларнине астурӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, ӑнсӑртран тенӗ пек, лаша ури ҫине пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян-ыранах таврӑнмалла ӗнтӗ, ӑнсӑртран хускалнӑ калаҫӑва вӗҫлесшӗн ним пытармасӑр каласа пачӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынран йӗлпӗрсе кулма юратакансем те тупӑнчӗҫ, вӗсем Михха Анук патне кӗни ӑнсӑртран маррине ӗненчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Суяссипех суйнӑ вара… Ахӑртнех, цирк чапне ҫӑлса хӑварма тӑрӑшнӑ пулмалла. Ҫыраканне цирк хуҫи мӗн чухлӗ тӳлерӗ-ши? Ку пирӗншӗн те усӑллӑ-ха. Ӑнсӑртран инкек-мӗн сиксе тухсан, кунта ҫырни пирӗн хута кӗрекенӗ пулӗ», — хавасланса шухӑшларӗ те Богданов малалла вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран хаваслӑ кулӑш тапранчӗ пулсан, мӗншӗн тӑсас мар ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫкӗ пынӑ хушӑра ҫакна ӑнсӑртран аса илнӗ те унпала Ҫтаппана кӗрештерсе пӑхас шухӑш пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ӑнсӑртран пӗр хӗрарӑм ури ҫине пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран ӳксе урине ыраттарчӗ, — суйрӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ ҫул каярах йывӑр пичкене трюмран кӑларнӑ вӑхӑтра, ӑнсӑртран алӑран вӗҫерӗнсе, аялтан пӑхса тӑракан Матӗрне упӑшки ҫине персе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑлхана ӑнсӑртран пыра-пыра кӗрекен сӑмахсенчен Ҫтаппан кутамккаллӑ чӑватсем анатран караван килессе кӗтнине, унта баржа е пӑрахут ҫине ӗҫе кӗме ӗмӗтленнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан телее шанса, халӑх хушшинелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран кам та пулин тӗл пулсан, ҫул айккине пӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурне те эсӗ ӑнсӑртран хӑвна ху амантнӑ тесе калӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех