Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнлантарас (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата Лизӑна совеҫпе тӗрӗслӗх чӑнах та пуррине мӗнле ӑнлантарас, мӗнле кӑтартса парас-ха?

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Майсӑр лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата ҫынсене хӑрушсӑрлӑхшӑн пиртен кашниех яваплӑ пулнине тӗплӗн ӑнлантарас енӗпе тӑвакан сирӗн ӗҫӗр питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Очень важна проводимая Вами работа по предупреждению чрезвычайных ситуаций и воспитанию у граждан чувства ответственности за безопасность – свою и окружающих.

Олег Николаев Пушар хуралӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/30/gla ... aet-s-dnem

— Сана пуласлӑху пуррине ӑнлантарас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Епле пӗчӗкскере ӑнлантарас этемӗн ҫӗр ҫинче нихҫан та ватӑлас килменни ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Липа, ӑна нумайччен ӑнлантарас пек, аллине линейка илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй калас пеккине ҫавӑрса калаймасть иккен те, ӑнлантарас тесе, аллисемпе ҫил арманӗ пек хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аннене ӑнлантарас тетӗп, шӑнасем урисемпе темле чир те илсе килме пултараҫҫӗ терӗм…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ваҫҫа вырӑсла пӗлмест, халӑха култарас тесе мар, хӑмла хуҫи пурӑнакан ҫурт тӗлне епле те пулин ӑнлантарас шутпа калаҫать вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эсир, коллега, хӑвӑр Чӑваш облаҫӗнчен пулсан, диплом илсенех яла кайма тӑрӑшӑр: ӑнлантарас, вӗрентес пулать ентешӗрсене ҫав усал чиртен епле сыхланмаллине.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку хӗр мана тӑтӑшах кулянтарать те хаваслантарать; эпӗ вӑл хутшӑннипе пулса иртнӗ сценӑсене е вак-тӗвек хусканусене, ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ мыскарасене аса илетӗп, вӑл мана выляса янӑ укҫана тавӑрса панине, хӑйне мӗн кирлине ӑнлантарас йӳтӗмпе — чӗвен тӑрса — мана тутаран пӳрнисемпе шеплеттернине ҫине-ҫинех куратӑп та хам сисмесӗрех кулатӑн та канатӑп…

Эта девушка много раз расстраивала и веселила меня, когда, припоминая ее мелкие, характерные движения или сцены, какие прошли при ее участии, я невольно смеялся и отдыхал, видя вновь, как она возвращает мне проигранные деньги или, поднявшись на цыпочки, бьет пальцами по губам, стараясь заставить понять, чего хочет.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сногденӑн куҫ харши кӑштах сиксе илчӗ, вара вӑл ачана ҫак сӑмаха кайран ӑнлантарас йӳтӗмпе тухма ыйтасшӑнччӗ, анчах Ван-Конет куларах мӑшлатни унӑн чунӗнче хӑй пекех пулса юлас кӑмӑла ҫирӗплетрӗ, унӑн суя намӑсне ҫӗнтерме хӑюлӑх ҫитрӗ.

Бровь Сногдена слегка дрогнула, и он хотел отослать мальчика с обещанием впоследствии объяснить это слово, но ироническое мычание Ван-Конета вызвало в его душе желание остаться самим собой, и у него хватило мужества побороть ложный стыд.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сидор ӑна, мӗнле ӑнлантарас ку ҫынна, тӑмсая, тенешкел пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, мӗнле ӑнлантарас сире…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нина валли упӑшкин пурнӑҫӗнче вырӑн ҫуккине, телей пуянлӑхра маррине каласа ӑнлантарас килчӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Отвлеченнӑй идейӑсемпе философин тӗрлӗ вак ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе калас пулсан, эпӗ ҫав япаласем ҫинчен кӑшт та пулин ӑнлантарас тесе темӗн чул тӑрӑшни ахалех сая кайрӗ.

Что же касается отвлеченных идей и всяких философских тонкостей, то я напрасно старался дать им хоть малейшее понятие об этих вещах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, 1746-мӗш ҫулхи июнӗн 12-мӗшӗнче ҫитмӗл фунт-стерлинг укҫа суммине паллӑ тунӑ, анчах ӑна ӑҫтан илнине ӑнлантарас вырӑнне ултӑ хӗрес палли тӑраҫҫӗ.

Двенадцатым июня 1745 года, например, была помечена сумма в семьдесят фунтов стерлингов, но все объяснения, откуда она взялась, заменяли собой шесть крестиков.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Милӑпа Нина Рыжков мӗнле ҫынсем пулнине лайӑхрах ӑнлантарас тесе, сире эпӗ тата пӗр ӗҫ ҫинчен каласа пама пултаратӑп; ӗҫӗ, ҫиелтен пӑхсан, вак-тӗвек ҫеҫ, анчах тӗрлӗ ҫын тӗрлӗрен пӑхать-ҫке…

Для того чтобы вы лучше поняли, какой человек Милочка и какой Нинка Рыжова, я должен рассказать вам еще об одном случае, тоже незначительном на первый взгляд, но это как для кого…

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ой, тата мӗн чухлӗ ӑнлантарас пулать ӑна!

Ой, сколько ей ещё объяснять надо!

Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Эвтибида ҫавӑн пек тарӑхни мӗнрен килнине ӑнлантарас тесе, эпир вулакансене икӗ уйӑх хушшинче, Валерия, юратупа ҫунса, хӑйне Спартак аллине панӑ вӑхӑтранпа мӗн пулни ҫинчен кӑштах каласа парӑпӑр.

Чтоб объяснить этот яростный гнев нежной Эвтибиды, мы в немногих словах расскажем читателям о том, что произошло за два месяца, протекшие с того дня, когда Валерия, побежденная охватившей ее пылкой страстью к Спартаку, отдалась ему.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ ҫӑкӑн ҫинчен хам мӗнешкел уссӑр шухӑшланисене вулакана ӑнлантарас шутпа кӑна каласа патӑм.

Я рассказал этот почему-то мне памятный случай только затем, чтобы дать понять читателю о том, в каком роде были мои умствования.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех