Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланни (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саша пиччӗшӗ вилни вӗсене пурнӑҫӑн тепӗр енӗ те, офицер чысӗпе тивӗҫне ӑнланни те, пӗри пуриншӗн те, пурте пӗриншӗн пулнине, кӑтартса пачӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Сирӗн ҫемьесенче пӗр-пӗрне ӑнланни, килӗшӳ пултӑр, пур ырӑ пуҫарусенче те ӑнӑҫу пултӑр!

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... em-3754051

— Чи малтан, Ваҫук, ӑнланни кирлӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мидхат йӑнӑшне ӑнланни, вырӑнсӑр сӑмахшӑн аванмарланни, вӑхӑтра каҫару ыйтни Ваҫука савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кулюккапа ӑнӑҫлӑ тӗл пулни, нумай вакланса тӑмасӑрах пӗр-пӗрне ӑнланни Ҫӗпритуна савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑнланни паха, господин Янашов.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каҫ хӑвна ху тивӗҫсӗр тыткаланине ӑнланни начар мар, Николай Степанович.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем сана ӑнланни иккӗленӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Язычествӑн тӗп шухӑшӗ — ҫутҫанталӑка ӑнланни, ӑна Турӑ вырӑнне хисеплени.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Харпӑр пурнӑҫра ырӑ пулни, ӑнланни пӗлтерӗшлӗ.

В личной жизни важна доброжелательность и понимание.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑй те яваплӑ должноҫра вӑй хуракан мӑшӑрӑм, ывӑлӑмӑр ман ӗҫе ӑнланни пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ачасемпе час-часах анкетировани ирттернӗ, калаҫусем йӗркеленӗ май ҫак сӑмахсене илтме тӳр килет: «Пире атте-анне ӑнланни кирлӗ».

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Чи кирли - шӑпа янӑ паллӑсене тӗрӗс ӑнланни.

Главное — увидеть и правильно распознать знаки судьбы.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арӑмӗпе упӑшки пӗр-пӗрне хак- лани тата хисеплени, ӑнланни пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Маттур ачана ашшӗ-амӑшӗ ӑнланни, пулӑшни вӑй парать, ҫитӗнӳсем тума пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхӗ пысӑк // Ольга КАЗНАЧЕЕВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... 81a%d0%ba/

Ҫавӑнпа та наци политикине тытса пырас ӗҫре наци чӗлхисен аталанӑвне шута илни, ҫав аталанӑвӑн ҫул-йӗрне тӗрӗс ӑнланни питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Унта вӑл литературӑн обществӑри рольне хӑй мӗнле ӑнланни тата мӗнле ӑнланмаллине каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

«Ҫӑханпа кӑйкӑр епле пӗр-пӗрне ӑнланни пур?» — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче хӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта ӑна пуринчен ытларах «хушса пани» сӑмаха хӑйне евӗр ӑнланни пулӑшрӗ.

И много ему в этом помогло именно толкование самого слова «добавка».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл юнашар пулни, ӑнланни тата тӗрек пани - ача малашлӑхра ӳсӗмлӗ пулассин никӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех