Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланайми (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сире ӑнланайми пултӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмахсем хӗре ӑшшӑн-кӑмӑллӑн илтӗнчӗҫ; чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапма тытӑнчӗ, ӑна темӗнле ырӑ, хӑй те ӑнланайми туйӑм ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пырӗнчен ӑнланайми сасӑсем кӑна тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йӑваш кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ чӗлхеллӗ, ҫӗр пин юрӑ пӗлекен сӑпайлӑ халӑх ҫыннисемех пӗр-пӗрне ӑнланайми пулса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хаклӑ аппаҫӑм, эсир ӑспа ӑнланайми хур куртӑр.

— Дорогая тетя, вы наказаны непостижимо уму.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӑчӑра сывлӑш ҫитменрен Блюмӑн пичӗ кӗп-кӗрен, лапчӑннӑ минтер ҫинче вӗткеленет; хутран-ситрен вӑл йынӑшкалать; ӑнланайми усал курӑнусем пӑваҫҫӗ, ҫурма ӑнлӑхпа чӑнлӑхра арпашаҫҫӗ, вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ чечек-курӑкпа, сӑн-пит хускаланчӑкӗсемпе, кайӑк куҫӗллӗ ҫеҫкесемпе, ҫутӑпа, юнлӑ пӑнчӑсемпе, шӑнтса лартнӑн туйӑнакан шурӑ тутасемпе тулса ларнӑ.

Лицо Блюма, багровое от духоты, металось на измятой подушке; изредка он стонал; странные кошмары, полные благоухающей зелени, гримас, цветов с глазами птиц, света, кровяных пятен, белых, точно замороженных губ душили его, мешаясь с полусознанием действительности.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Унта, ҫав ҫынсем каякан ҫӗрте, пирӗншӗн тӗлӗнмелле, эпир ӑнланайми япаласем пулма тивӗҫлӗ.

Там, куда направляются эти люди, непременно должны быть чудесные, немыслимые для нас вещи.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Анчах пирӗнтен хамӑртан, урӑхла каласан — этемрен, ҫынсенчен, вӑрттӑнраххи те тӗлӗнмеллереххи тӗнчере ҫук тесе пӗтӗмлетсе, эпир хамӑр, — ӗненӳсӗрлӗхре те, ҫӑмӑл ӗненӳлӗхре те, — кирек мӗнле пӑхсан та пӗрешкелех ӑнланайми, пӗлсе ҫитерейми тесе шухӑшласа эпӗ хаклӑ вулаканӑмсене тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерекен пӗр ӗҫ ҫинчен каласа пама хӑюлӑх ҫитересшӗн; ӗненсемӗр: кунашкалли пирӗн планета ҫинче урӑх пулманах.

Однако, думая, что таинственнее и чудеснее нас самих, т.е. — человека, людей, — на свете нет, что сами мы, и в скептицизме и в легковерии, одинаково непостижимы ни с какой точки зрения, я беру на себя смелость рассказать милым читателям одно из самых потрясающих происшествий, какие случались когда-либо на нашей планете.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ҫумрах, урайӗнче, аслашшӗ чирлӗ пулсан та ӑсталаса пама ӗлкӗрнӗ тимӗр теттесемпе выляса ларакан Мархва та, пуҫне ҫирӗпех тытайманран ҫитӗннисем ҫине кӑн-кан пӑхаканскер, хӑйӗн халлӗхе никамах та ӑнланайми чӗлхипе пакӑлтатма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ҫеҫ те мар-ха, вӑл хӑйӗн юлташӗнчен пӗр путлӗ хыпар та пӗлме пултараймасть, вӑл хӑйӗн юлташне те ӑнланайми пулать, мӗншӗн тесен юлташӗ ӑна шурӑ япалана хура тесе, вӑрӑммине кӗске тесе ӑнлантарса паракан пулать.

Он не только не приобретает никаких новых сведений, но оказывается в гораздо худшем положении, ибо его стараются убедить, что белое — черно, а длинное — коротко.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та пирӗнтен пӗри мӗн ҫуккине пур тесе ҫирӗплетсе парать пулсан, вара пирӗн калаҫу та юрӑхсӑра тухма пултарать, вара хӑй каласа паракан ҫын юлташӗн сӑмахӗсене ӑнланайми пулать имӗш.

Поэтому если кто-нибудь станет утверждать то, чего нет, то назначение нашей речи совершенно извращается; тот, к кому обращена речь, перестанет понимать своего собеседника.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана атте пачах уйрӑм йышши, питӗ чаплӑ, эпӗ ӑнланайми тата яхӑнне пыма пултарайми ҫынсем хушшинче пурӑннӑн туйӑнатчӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тӑрӑшни — ӑна хисеплемесӗр кулни пулать, тесе шутлаттӑм.

Я чувствовал, что папа должен жить в сфере совершенно особенной, прекрасной, недоступной и непостижимой для меня, и что стараться проникать тайны его жизни было бы с моей стороны чем-то вроде святотатства.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл вӑйӑ-кулӑра та, вӗренӳре те, харкашусенче те, хӑйне хӑй епле тыткалассинче те — пур енӗпе те манран ҫӳлерехре тӑрать, ҫакӑ мана ютшӑнтарать те ӗнтӗ унран, ҫакӑ ман ӑс-хакӑла хам ӑнланайми асап кӳрет те.

Он во всем стоял выше меня: в забавах, в учении, в ссорах, в умении держать себя, и все это отдаляло меня от него и заставляло испытывать непонятные для меня моральные страдания.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ача хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине те ӑнланайми пулчӗ ӗнтӗ.

Мальчик уже плохо понимал, что с ним происходит.

«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӑл пире кашнинчех юри ним ӑнланайми тӑвасшӑн пулнӑ пекех хӑтланать.

Он словно нарочно всякий раз старается нас озадачить.

7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӳлӗмре шӑп пулнӑ самантсенче, тӗрлӗрен сасӑсем ӑна кансӗрлемен чухне, унӑн чиперкке те ачалла мар шухӑшлӑ сӑн-питӗнче вӑл темле хӑй ӑнланайми япаласем ҫинчен тӗлӗнсе шухӑшланӑн туйӑнатчӗ.

Когда в комнате бывало тихо и смена разнообразных звуков не развлекала его внимания, ребенок, казалось, думал о чем-то с недоумелым и удивленным выражением на красивом и не по-детски серьезном лице.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Паллах, кунашкал вӑхӑтсенче вӑл чӑн-чӑн ача амӑшӗ пек, ывӑлӗн асапне чунӗпе ӑнланса, малашне ӑна тӳсейми йывӑр пуласлӑх кӗтнине туйса, хурланса асапланнӑ; ҫак туйӑмсемсӗр пуҫне ҫамрӑк хӗрарӑмӑн чӗри тӗпӗнче тепӗр шухӑш та амаланнӑ: тен, инкекӗн сӑлтавӗ ӑна пурнӑҫ паракансен никам ӑнланайми хӑрушӑ пулма пултараслӑхӗнче мар-ши?..

Конечно, она страдала в этом случае, как мать, отражением сыновнего недуга и мрачным предчувствием тяжелого будущего, которое ожидало ее ребенка; но, кроме этих чувств, в глубине сердца молодой женщины щемило также сознание, что причина несчастия лежала в виде грозной возможности в тех, кто дал ему жизнь…

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ку инкек камӑн та пулин «усал ӑншӑрчӗ» ӳкнипе пулнӑ теме майӗ пулман кӑна та мар, унӑн тӗп сӑлтавӗ хӑй те таҫта, пурнӑҫ юхӑмӗн никам ӑнланайми тӗпсӗр авӑрне пачах путнӑ.

Тут не только не было и тени чьей-либо «злой воли», но даже самая причина несчастия скрыта где-то в глубине таинственных и сложных процессов жизни.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Вӑл ӗнтӗ вулама вӗренсе ҫитрӗ, анчах ӑна вулама вӑхӑт нумай кирлӗ, вуланӑ чух вӑл часах ывӑнать, сӑмахсен ҫыхӑнӑвне ӑнланайми пулать.

Она уже научилась читать, но это всегда требовало от нее напряжения, и, читая, она быстро утомлялась, переставала понимать связь слов.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ашшӗ, вӗсем мӗншӗн тавлашнине ӑнланайманскер: — Ачасем, ухмахла ан калаҫӑр, эп сире ӑнланайми пултӑм, — терӗ.

Пока отец, который не мог уяснить себе их спора, не сказал: — Дети, не говорите глупостей, я вас перестаю понимать.

IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех