Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмсанмасть (тĕпĕ: ӑмсан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах — тӗлӗнмелле! — Сахвинепе Исампай пурнӑҫне, вӗсен пурлӑхне ялта пӗр ҫын та ӑмсанмасть.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ырӑ чунлӑ ҫын ҫӗр рупие те, икҫӗр рупие те ӑмсанмасть.

Честный человек не позарится ни на сто рупий, ни на двести.

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл Романенко ҫак ҫитес кунсенчех Югославине, дипломатсенчен пӗри — Пӗрлешӳллӗ Штатсене тухса кайнине тата вӗсен унти анлӑ та курас-илтес тӗлӗшӗпе пуян пурнӑҫне ӑмсанмасть, вӑл Софья Ивановнӑн штукатурка тума ӗлкӗреймен маччаран шӑшисем хускатнипе каҫсерен тусан тӑкӑнакан ҫуртӗнчех пурӑнма юлӗ, ҫумӑр айӗн лекцисене ҫурӗ е хут пӗлменнисемшӗн фронта ҫырусем ҫырӗ.

Он не завидовал тому, что Романенко на днях уедет в Югославию, а один из дипломатов — в Соединенные Штаты, что все они будут вести жизнь, богатую разнообразными впечатлениями, а он останется в доме Софьи Ивановны с еще не заштукатуренными потолками, с которых по ночам сыплется пыль, взметаемая мышами, будет под дождем ходить на свои лекции и беседы или писать письма на фронт за неграмотных.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Валеткӑн тепӗр калама ҫук лайӑх енӗ пур: вӑл тӗнчере ниме те ӑмсанмасть

Замечательнейшим свойством Балетки было его непостижимое равнодушие ко всему на свете…

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Володя халӗ никама та ӑмсанмасть, вӑл хаваслансах чаршава икӗ еннелле уҫать те, ҫавӑнтах залалла пуҫ таякан телейлӗ, хӗрелсе кайнӑ Светланӑна ҫутатма хӑйӗн хунарне тытать.

И Володя, уже никому не завидуя, восторженно раздирал надвое занавеси и тут же хватал свой фонарь, чтобы осветить кланявшуюся в зал счастливую, румяную Светлану.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

4. Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть, 5. пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть, 6. тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать; 7. пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет.

4. Любовь долготерпит, милосердствует, любовь не завидует, любовь не превозносится, не гордится, 5. не бесчинствует, не ищет своего, не раздражается, не мыслит зла, 6. не радуется неправде, а сорадуется истине; 7. все покрывает, всему верит, всего надеется, все переносит.

1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗри теприне ӑмсанмасть, кӳренмест.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех