Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳҫлӗ (тĕпĕ: ҫӳҫлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе ҫул иртсен ҫавӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хер хӑй пекех сарӑ йӗкӗте качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, пичӗ чӗкеҫ шатриллӗ, сӑмси ҫинче те сарӑтутсем чылай.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗррехинче Кульпи ашшӗпе Шупашкара ярмӑрккӑна кайнӑччӗ, унта шурӑ ҫӳҫлӗ хитре каччӑпа Эктелпе паллашнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл хӑйӗн кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ пуҫне сӗтел еннелле тайӑлтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Алӑка сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑм уҫрӗ, Элименни пек сӑрламан ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Укҫана ҫутӑ сарӑ ҫӳҫлӗ икӗ чӑваш ачине патӑм, милиционерсем вӗсем ҫине шухӑшлас ҫук терӗм, вырӑнти ачасем те ҫыпҫӑнас ҫук вӗсем ҫумне ҫул ҫинче терӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Чӑнах, манӑн савниҫӗм, эсӗ мана питӗ килӗшрӗн, ҫавӑнпа хирӗҫлеме пултараймарӑм, чӑвашсен хура ҫӳҫлӗ илемле йӗкӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ара, ман шутпа, Шура ятлӑ ҫын нихӑҫан та хура ҫӳҫлӗ пулмалла мар пек-ҫке:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Чылай калаҫса лартӑмӑр кӑвак ҫӳҫлӗ, кукӑрӑлма пуҫланӑ ентешӗмпе.

Куҫарса пулӑш

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Шурӑ ҫӳҫлӗ юбиляр хурт-хӑмӑрпа ҫав тери туслӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

— Паллашар-ха, — аллине тӑсрӗ кӑштах тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, вылянчӑкрах куҫлӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чылайран тин алӑка ҫырӑ ҫӳҫлӗ, чакӑр куҫлӑ, йӑмра хулли майлах чанккамас хӗрача пырса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тутарстана пӗр хӑй кӑна пӗлекен вӑрттӑн шанӑҫ-туйӑмпа кайни каллех кӑлӑх пулчӗ, мӗншӗн тесен Мидхатсен килӗнче хура этем те Мидхат хӑй кӑна, ыттисем, ӗнтнӗ евӗр, пӗтӗмпех хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрч аслашшӗне куҫ илмесӗр пӑхать, мӗншӗн тесен пӳрт ӑшчикне мӗл-мӗл тӑвакан лампа мар, шап-шур сухаллӑ та ҫӳҫлӗ, шап-шур кӗпеллӗ те йӗмлӗ аслашшӗ ҫутатнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ватӑ ҫӑка айӗнчи вӑрӑм сак ҫине ларатӑп та юр пек шап-шурӑ ҫӳҫлӗ старикпе пилӗк-ултӑ ҫулхи ача мӗнле вылянине сӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Инженер Бардин хӑш пӳлӗмре пурӑннине каламӑр-ши эсир? — ыйтрӗ вӑл коридорта пӗчӗк велосипедпа аппаланса тӑракан вуникӗ-вунвиҫӗ ҫулхи хура ҫӳҫлӗ хӗрачаран.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӑштах шухӑша путса сумлӑн утса ҫӳрекен кӑвак ҫӳҫлӗ хӗрарӑмсем лӑпкӑ Анна Федоровна пекех туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Ӑнсӑртран урамра тепре тӗл пулсан, паллайӑп-ши?.. — пӗр самант куҫне хупса ларнӑ хӗр, уҫса хунӑ кӗнеки ҫинчен мансах кайса. — Кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫӳхе хура куҫ харшиллӗ. — Кӗтсе ларма хушрӗ-ха. Килет-и, ҫук-и — курӑпӑр. Ятне ыйтмаллаччӗ иккен», — сумкинчен пӗчӗк тӗкӗр кӑларса, хӑй ҫине пӑхса илнӗ Роза.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял куштанӗсем сивӗ куҫпа пӑхнинчен хӑраса тӑмасть вӑл, ытти хастарлӑ ҫамрӑксемпе пӗрле кивӗ шкул ҫуртӗнче спектакльсем лартать: вӑрӑм ҫӳҫлӗ пупсенчен, такана хырӑмлӑ кулаксенчен кулни те, ҫамрӑксем пӗр-пӗрне ҫӗнӗлле юратни те, Сетнерпе Нарспи вӑрмана тарни те — пурте, пурте пулнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗленсе ан пӑхӑр ман ҫине, — тепӗр хут каларӗ кӑвак куҫлӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ Петро, кӗсйинчен хӗрлӗ армеец кӗнекине кӑларса кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех