Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳхе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳхе (тĕпĕ: ҫӳхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— И-и, эсӗ, ачам, ҫамрӑк-ха, — тет лешӗ ҫӳхе мӑйӑхли енне ҫаврӑнса.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чим-ха, чим, — васкаса калаҫа пуҫларӗ ҫӳхе мӑйӑхли, савнине аса илекенни.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Манӑн алӑ-ура та ӗҫшӗн тунсӑхла пуҫларӗ, — хутшӑнчӗ калаҫӑва ҫӳхе мӑйӑхлӑ ҫап-ҫамрӑк йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвеле тӑруках ҫӳхе пӗлӗтсем сӑрса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑп-чӑмӑр питлӗ каҫӑртарах сӑмсаллӑ ҫамрӑк, тӑп-тӑп ҫӳхе тути…

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑп-чӑмӑр кӑна питлӗ, каҫӑртарах сӑмсаллӑ, тӑп-тӑп ҫӳхе туталлӑ яштака хӗр…

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яштака пӳллӗ, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе мӑйӑхлӑ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл каласа та пӗтереймерӗ, алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте Хусан патӗнче Пӑкачав енне каҫнӑ яштака пӳллӗ, хура, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе те авӑнчӑк мӑйӑхлӑ айпарӑш каччӑ, Алюнов полковник кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳхе сӑхман уртса янӑ ҫарапуҫ килпет арҫын Атӑл хӗрне хуллен юрттарса килчӗ те шыв хӗрринчи хӑйӑр ҫинех кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, икӗ ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ хӗр Киремет ҫӑки патнелле пырать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уйӑх, уйӑх хӑпарса ҫӗре ҫӳхе, сенкер шурӑ ҫитӗпе чӗркенӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Татах тем ҫинчен канаш тытрӗҫ аннепе инке шуркаланнӑ ҫӳҫӗсене тутӑрӗсем айне пуха-пуха хура ҫӳхе сӑхманӗсене тӑхӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хӗвел, тӳпене талккишпех карса илнӗ ванчӑк кантӑк тӗслӗ ҫӳхе, шӗвек пӗлӗт витӗр тӗксӗм сарӑ футбол мечӗкӗ евӗр ҫап-ҫавракаланса, куҫа йӑмӑхтармасӑр мӗлтлеткелекенскер, анӑҫалла еккине ярса, шӑпи картнӑ ӗмӗрхи ҫулӗпе йӑпӑш-йӑпӑш йӑпӑшлатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Арҫын шывланнӑ куҫӗсене ҫӳхе паспа янкарланнӑ чӳрече кантӑкӗ витӗр катара-катара тӗтреленекен сӑра хупаххи еннелле ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Вӗсем ҫинче, тип тӗтреллӗ, хӳтлӗх вӑрман йӑрӑмӗллӗ ката хӗрринче, сӗвӗрӗнкӗ, шӑркаланнӑ сӑра кӑпӑкӗ пек ҫӳхе, шупка кӑвак пӗлӗтсем, пӗр-пӗринпе пӗтӗшсе, пӗр хускалми тӗлӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, сулахай хулран ҫӳхе плащ хуҫлатса уртса, вилнисене асӑнса сумлама ӗҫмелли-ҫимеллисем хунӑ пакета ал вӗҫҫӗн тытса, ҫӑлкаланса, автобус салонӗнчен ҫул хӗррине, йывӑҫсӑр уҫӑ вырӑна, тухса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тӳпе талккишпех ҫӳхе, ҫурхахланнӑ, кӗвелӗк янӑ турӑх пек пӗлӗтпе «катрашкаланнӑ».

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫӳхе тутине чӑп тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех