Шырав
Шырав ĕçĕ:
Татах та ҫӳреттӗм пулӗ эпӗ, анчах литейнӑй цех патӗнче тӑракан городовой мана курсан шӑхӑртса ячӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Сулла приказӗ тӑрӑх айӑплисене кунсерен вӗлернӗ вӑхӑтра эпӗ ачасене уйӑхра пӗрре диктатор патне ертсе ҫӳреттӗм.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хуҫа мана апат ҫиме кунне пилӗк пус парса тӑратчӗ; вӑл ҫитместчӗ, эпӗ пӑртак выҫӑрах ҫӳреттӗм; ҫавна кура рабочисем мана хӑйсемпе пӗрле ирхи апат та каҫхи апат ҫиме чӗнетчӗҫ, хӑш чухне тата подрядчикӗсем те мана трактире чей ӗҫме чӗнетчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗлӗкрех, Евсеичпа туслашиччен, эпӗ пӗчченех ҫӳреттӗм.Прежде, до того как подружились мы с Евсеичем, я ездил один.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Эпех ярмӑнка смотрительне тата темле кирлӗ ҫынсене взяткӑсем леҫсе ҫӳреттӗм, вӗсенчен «тӗрлӗ саккунсӑрлӑх тума ирӗк паракан хутсем» илсе килеттӗм, — ҫавӑн пек калатчӗ хуҫа вӑл документсем ҫинчен.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Унта никам пӗлмен ҫулсем ҫинче, Хальччен курман кайӑксен йӗрӗсем, — тесе ҫырнӑ ытарма ҫук аван йӗркесене эпӗ хам ӑсра каласа ҫӳреттӗм, тата ҫав хам пит лайӑх пӗлсе тӑракан, кӑшт ҫеҫ палӑракан сукмаксене куҫпах кураттӑм, ртуть пек йывӑр сывлӑш тумламӗсене те тӑкман курӑка таптаса хунӑ темӗскерле йӗрсене те кураттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗҫ ҫитменни сисӗнместчӗ, — килӗнче икӗ пӗчӗк ача пурччӗ, нянькӑсем хуҫасене юраса пурӑнаймастчӗҫ, вӗсене яланах улӑштарса тӑратчӗҫ; манӑн пӗчӗк ачасемпе аппаланмаллаччӗ, кашни кулленех ача кипкисене ҫӑваттӑм тата кашни эрнерех Жандарм ҫӑлкуҫӗ патне кӗпесем чӳхеме ҫӳреттӗм, — унта мантан кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем мӑшкӑласа кулатчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ вӗренесси пӗтичченех салтаксемпе пӗрле уй тӑрӑх чупса ҫӳреттӗм, унтан вара вӗсене пӗтӗм хула урлӑ казармӑсем патне ҫити ӑсататтӑм, хыттӑн юрланисене итлесе ырӑ сӑн-питсене пӑхкаласа пыраттӑм, сӑнӗсем пурте ҫӗнӗскерсемччӗ, тин ҫеҫ ҫаптарса кӑларнӑ пилӗк пуслӑх укҫасем пекехчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ хамӑн хатӗрсене туртса илесрен пит хӑраттӑм та хуралҫӑсене памашкӑн хампа пӗрле пилӗк пус укҫасем илсе ҫӳреттӗм.Я очень боялся, что у меня отнимут снасти, и брал с собой для сторожей пятаки.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ лайӑх хатӗр туянтӑм: ватӑ кайӑкҫӑсемпе сӑмахлани мана нумай вӗрентрӗ, — эпӗ Кстов вӑрманне, Атӑл хӗррине пӗр вӑтӑр ҫухрӑма пӗчченех кайӑк тытма ҫӳреттӗм, — унта, мачта тума юракан хырлӑхра, кукӑрсӑмсасем тата паллакан ҫынсем юратакан аполлоновка-кӑсӑясем, вӑрӑм хӳреллӗ пит хитре шурӑ кайӑксем пурӑнатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫунатланса кайнӑ пекех утса ҫӳреттӗм: пӗлӗт ҫинчи уйӑх пекех пӗччен ҫӳреттӗм; сан умӑнта хӑвӑн мӗлкӳ шуса пырать, юр ҫинчи ҫута пӗрчӗсене сӳнтерет, тумбӑсем, хумӗсем ҫинелле кулӑшла пыра-пыра чикӗнет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах эпӗ чиркӗве пит сивӗ чухне ҫеҫ, е хула тӑрӑх ҫил-тӑман ашкӑнса ҫӳренӗ чухне ҫеҫ ҫӳреттӗм, ун чух пӗлӗт шӑнса ларнӑ пек, ҫилӗ ӑна тусан пек вӗҫтерсе юр пӗлӗчӗсем туса хунӑ пек, ҫӗрӗ те кӗртсем айӗнче шӑнса ларса, нихҫан та ӗнтӗ чӗрӗлсе каяс ҫук пек туйӑнать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл сире Василипе иксӗре сирӗн мӑнкӑмӑллӑхшӑн маншӑн тавӑрӗ, эпӗ ӗлӗк сиртен, пуянсенчен пулӑшу ыйтса ҫӳреттӗм.Он тебе с Василием отплатит за гордость вашу, за меня, как я, бывало, помощи просила у вас, богатых!
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑмакасем валли вутӑ ҫурса йӑтса кӳртеттӗм, пахча ҫимӗҫсем тасататтӑм, илнӗ япаласене карсинкӑпа ҫӗклеме хуҫа майрипе пӗрле пасара ҫӳреттӗм, лавкана, аптекӑна чупаттӑм.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Магазинта чупкаласа тумалли тата килте те ӗҫ нумай пулни те эпӗ ытла та кичем пулнипе ҫывӑрса кайнӑ пек ҫӳреттӗм: хама магазинтан хӑваласа яртарма мӗн те пулсан сӑлтав тупӑнтӑр тесе, час-часах шухӑшлаттӑм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, аран-аран уткаласа ҫӳреттӗм.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Эпӗ, пукан ҫӳлӗш пӗчӗк ача, трамвай ҫине ларса, кашни кун ача садне ҫӳреттӗм.Например, когда я был еще совсем маленьким, я каждый день ездил с бабушкой на трамвае в детский сад.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Елена Григорьевна патне вара унӑн ӗҫне урӑхлатмалли майсем тупасса шанса ҫӳреттӗм.
57 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ленинграда эпӗ час-часах кайса ҫӳреттӗм.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку вӗт пӗтӗмпех тӗп-тӗрӗс пулнӑ, мана ҫунашкана кӳлетчӗ те, эпӗ туртса ҫӳреттӗм, а вӑл мана тек пушӑпа хӑвалатчӗ — туршӑн та — анчах шухӑшла-ха, миҫе ҫул иртнӗ унтанпа».
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.