Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремен (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шыва бомба пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ тек вӗсемпе ҫӳремен.

Я закаялся с ними ездить, с тех самых пор, когда бомбу в воду бросили.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Пирӗн никам ҫӳремен ҫулпа утмалла, ҫӳхе пӑр ҫине пырса кӗме пултаратпӑр, ҫавӑнпа сапаланса утӑр, капланса ан пырӑр.

— Путь у нас нехоженный, можем попасть на тонкий лед, поэтому надо рассыпаться, не идти гуртом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Господасем вӑхӑтӗнче — сӗтӗрӗнсе, вырӑнтан вырӑна ҫапкаланса ҫӳремен.

— При господах — не шлялись, не бродяжили.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл хӑйӗн трасси тӑрӑх тахҫантанпах ҫӳремен пек туйӑнать мана.

Сдается мне, что он давно не гулял по своей трассе.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пирӗн тата ҫӳремен машинӑсем те пур, вӗсене юсамалла.

Есть еще у нас машины неходовые, им нужен ремонт.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сан Алёша хуҫасем тӑрӑх ӗҫ ыйтса ҫӳремен, вӑл никам умӗнче те пуҫ тайман, мӗскӗнленмен!

Твоему Алеше не приходилось ходить по хозяевам и просить работу, он ни перед кем не кланялся и не унижался!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл халӑх ҫӳремен тӑкӑрлӑкра пурӑнать, вӑрттӑн организаципе ҫыхӑнман.

Она живет в глухом переулке и к подпольной организации не имеет никакого отношения.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Манӑн ҫӗнӗ хваттер икӗ хутлӑ ҫуртра, ҫын ҫӳремен тӑкӑрлӑкраччӗ.

Двухэтажный домик, в котором я поселился, стоял в глухом переулке.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫынсем ҫӗрле, ҫеҫенхирти халиччен ҫӳремен ҫулсемпе килнӗ.

Люди двигались по ночам проселочными степными дорогами.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Темиҫе километр тӑршшӗ трасса темӗн чухлӗ пысӑк сӑртсем тӑрӑх, ҫын ҫӳремен тайгасем витӗр, юханшывсемпе тӗтреллӗ вырӑнсем урлӑ иртет, терӗ.

Многокилометровая трасса проходила по диким таежным местам с грядами высоких сопок, водными преградами и маревыми участками.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Филиппыч килтен кӑнтӑрла вуникӗ сехетре ҫеҫ тухӑпӑр, терӗ, мӗншӗн тесен вуниккӗрен пуҫласа иккӗччен нимӗҫсем кӑнтӑрлахи апат ҫиеҫҫӗ, урамра вӗсем пӗри те пулмаҫҫӗ, терӗ Кивӗ хуларан Ҫӗнӗ хулана кайнӑ чух Салгир ҫырми урлӑ хывнӑ кӗперпе каҫса кайма тивет, анчах Филиппыч мана подпольщиксем юри хӑма хурса тунӑ каҫма урлӑ, ҫын ҫӳремен ҫулпа ертсе кайрӗ.

Филиппыч предупредил меня, что мы пойдем из дому после двенадцати дня, в это время немцев почти не видно на улицах — с двенадцати до двух у них обед, при переходе из Старого города в Новый через речку Салгир он повел меня не по мосту, а по доске, специально проложенной подпольщиками в безлюдном месте.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пирӗнпе сывпуллашсан, хресчен ҫултан ҫын ҫӳремен, ансӑр сукмак ҫине пӑрӑнса, малалла утрӗ.

Попрощавшись с нами, крестьянин свернул на узенькую безлюдную тропинку и побрел дальше.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Миша сӗкме хатӗрленнӗ вӑкӑр пек тӑрать, пӗрмаях: — Эпӗ уҫӑлса ҫӳремен вӗт, эпӗ ӗҫ тунӑ, — тесе кутӑнланать.

Миша стоял набычившись и упрямо повторял: — Я ведь не гулял, я дело делал.

Миша такӑнчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Зеб халӗ вӑрман тӑрӑх кайӑк хыҫҫӑн ҫӳремен — вӑл пуҫсӑр юланута тытма тухса кайнӑ.

Зеб на этот раз бродил по лесам не в поисках дичи — он отправился на охоту за всадником без головы.

LXXXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хыҫҫӑн нумаях хӑваласа ҫӳремен.

Погоня длилась недолго.

LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах Луиза хӑйӗн юратнӑ лашине манман, хӑй утланса ҫӳремен пулин те, час-часах ӑна курма ҫӳренӗ тата лайӑх пӑхчӑр тесе астуса тӑнӑ.

Но Луиза не забыла своей любимицы и, несмотря на то что не ездила на ней, часто навещала ее и следила за тем, чтобы ее хорошо кормили.

XXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл хирӗҫ сӑмах чӗнмесӗр ашшӗ сӑмахне пӑхӑннӑ, унтан ытла — вӑл пӗччен ҫӳреме мар, юланутпа уҫӑлса ҫӳреме те пачах пӑрахнӑ, тӑванӗсемпе пӗрле те ҫӳремен.

Она беспрекословно подчинилась этому приказанию, больше того — она не только не выезжала одна, но и вообще отказалась от прогулок верхом, хотя бы и в сопровождении своих братьев.

XXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫӳремен унпа пӗр йӗкӗт те, никам та ӑна каҫсерен вӑййа чӗнмен, ыталаман, чуптуман, ҫепӗҫ-ҫепӗҫ сӑмахсем каласа чӗрине пыллӑхлатайман.

Не звали парни ее вечерами на игрища, не обнимали ее талию крепкие руки у речки под березой, никто, жарко не целовал у ворот дома при расставании.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унтан вӑл тин иртсе кайнӑ вӑрҫӑпа тусӑннӑ, чура сутуҫисем тапӑннӑ хыҫҫӑн ҫынсӑрланнӑ вырӑнсене: Килембу, Уруа, Ломане пуҫламӑшне, Улунду, Ловале ҫитсе курнӑ, Кванза урлӑ каҫса, Гаррис Дикпа ун юлташӗсене ертсе кӗнӗ никам ҫӳремен вӑрман витӗр Сан-Фелиппе-ди-Бенгала портне ҫити, вара юлашкинчен Атлантика океанӗн хумӗсене курнӑ.

Затем он посетил области, опустошенные недавними войнами, обезлюдевшие после набегов работорговцев: Килембу, Уруа, истоки Ломане, Улунду, Ловале, переправился через Кванзу, прошел через девственные леса, в которые Гаррис завел Дика Сэнда и его спутников, и, наконец, увидел волны Атлантического океана, достигнув Сан-Фелиппе-ди-Бенгала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Океанӑн никам ҫӳремен пайӗнче пынипе хирӗҫ килекен караппа ҫапӑнас хӑрушлӑх ҫук пулсан та, Дик Сэнд вахтӑра тӑракансене тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма хистерӗ.

Хотя судно находилось в пустынной части океана и здесь можно было не опасаться столкновения с встречным кораблем, Дик Сэнд требовал от вахтенных внимания и бдительности.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех