Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремелле (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санӑн мӗн пит намӑслансах ҫӳремелле тет вара уншӑн? — йӗкӗлтешерех ыйтрӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Очерка васкаварлӑ ҫырса пӑрахса, ҫапла кайранлӑ-мӗнлӗ ҫӳремелле туса хутӑм…

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпир ӗмӗрне курман кӗпе-тумтирпе чалкӑштарса ҫӳремелле те тутлӑрах ҫимелле — ҫавна ҫеҫ пӗлеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ма йӑтса ҫӳремелле, тет, ӑна?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче унӑн Шупашкарӑн-мӗнӗн ҫапкаланса ҫӳремелле пулман!»

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Хӑй пӗлекен ҫынсем ҫинчен шухӑшласа вӑрманти улах сукмакпа васкамасӑр утакан Таранов кӗрен те сӗтеклӗ ҫырлаллӑ палан тӗмӗ тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Чим-ха, пӗр чипер япалах ӑсталама пулать-ҫке — тема тенине таҫта шыраса ҫӳремелле мар!»

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗрмай запчаҫсем пирки хашкаса ҫӳремелле, пӗрмай механизаторсемпе вӑрҫмалла – йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Инҫе кайса ҫӳремелле мар.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Сахалрах… ну, сахалрах ҫӳремелле пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

— Кӑшт уҫӑлса ҫӳремелле

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Хӗрӗх ҫулхи арҫыннӑн ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳремелле мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ара, мӗншӗн сан ҫак вырӑс катаршнӑйӗсемпе пӗрле пӑлхавра ҫӳремелле?!

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫе ҫӗре, ҫавра ҫулпа ҫӳремелле пулнишӗн ан кулянӑр.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ман шутпа, — терӗ Кирук, — пирӗн ытти поселоксене кайса ҫӳремелле.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗншӗн-ха манӑн ыйткала-кан пек килӗрен киле ҫӳремелле?!

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав станок ҫинче вӑхӑта ирттерсе тӑратпӑр, илме кайсан аптӑрамалла, мӗн тумалла-ши ун чухлӗ укҫапа, тумланмалла-ши, ҫимелле-ши е кинотеатрсене ҫӳремелле?

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Транспорт министерстви вырӑнти тӳре-шарана ҫулсене тивӗҫлӗ пӑхса тӑма чӗнсе каланӑ: «Лару-тӑрӑва тишкерме тата хаклама хӑйсен тӑтӑшах тухса ҫӳремелле».

Министерство транспорта обратилось к местным чиновникам с требованием о надлежащем содержании дорог: «необходимо самим регулярно выезжать для мониторинга и оценки ситуации».

Вӑрмар районӗнчи ҫул ҫине конькипе ярӑнма тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34300.html

Кун пек ҫуртра вилме маннӑ пӗр-пӗр йӳтенӗ карчӑкӑн ҫеҫ пурӑнмалла, ҫакӑнта ӳсекен хытхура хушшинче пӗр-икӗ чӑхӑн тата кӗсенленсе пӗтнӗ анчӑк ҫурин ҫеҫ сулланса ҫӳремелле пек туйӑнать.

В таком домике впору было бы жить какой-нибудь старушке, забытой смертью.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ну, паллах, ӗҫе ҫӳремелле тата…

Ну, и работа, конечно…

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫемьене укҫа илсе килни ҫеҫ сахал, ачасемпе кӑштах пӗрле пуласчӗ сан, вӗсене вӗренме пулӑшмалла, юмах каласа памалла, урамра пӗрле уҫӑлса ҫӳремелле, мунчана илсе каймалла.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех