Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлӗксем (тĕпĕ: ҫӳлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлӗксем ҫинчи савӑтсенче помидор, сухан, редис, хӑяр, салат тата ытти ҫимӗҫ шӑтса тухнӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ӗҫнемӗн ачаран хӑнӑхса ӳсӗҫ // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/04/26/ce%d1%80- ... y%d1%81ec/

Вӑл, юлашки виҫӗ пусне ҫавӑр-каласа, ҫӳлӗксем ҫинчи тутлӑ шӑршлӑ ҫӑкӑр ҫине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малашне те вулакансен йышӗ ӳссе ҫеҫ пытӑр, ҫӳлӗксем яланах кӗнекесемпе тулли пулччӑр.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

Сулахай енчи ҫӳлӗксем ҫинчи савӑт-сапа ӑна кӑсӑклантармарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вулавӑш валли тимӗр ҫӳлӗксем, ҫӗнӗ сӗтел-пукан вырнаҫтарса тухнӑ.

Для библиотеки были размещены железные полки, новые столы.

Вулавӑшра 30 ҫул ӗҫленӗ кинемей паян та кӗнекесӗр пурӑнаймасть // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35100.html

Тутар, мари, удмурт тата ытти халӑха тимлӗ тишкернӗ материалсене кӑларнӑ ҫӳлӗксем ҫине.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

Лаҫ алӑкӗ тӑрринчи хӑма та, чӑланти ҫӳлӗксем те эпӗ тунӑ шӑхличсемпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сахар, шухӑша кайса, сутӑ сӗтелӗпе ҫӳлӗксем хушшипе каллӗ-маллӗ утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырӑнпа юнашар тӑракан ҫӳлӗксем ҫинче йӗркерен тӑратнӑ кӗнекесем, тетрадьсем, хутсем…

На полках, стоявших рядом с кроватью, стояли расставленные книги, тетради, бумаги…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Унта, пӗчӗк ҫӳлӗксем ҫинче, йӑлтӑртатса тӑракан ылтӑнланӑ ҫӗлӗксем пур — минчет ҫӗлӗкӗсем.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав ҫӳлӗксем ҫинче пирӗн хӗрлӗ, сарӑ, шурӑ тӑмран тунӑ премӗксем, хӑпартусем, кукӑльсем нумай.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унта пирӗн ҫӳлӗксем пур: пӗрене ҫурӑкне патаксем тирнӗ те вӗсем ҫине хӑма татӑкӗсем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Раҫҫей ҫарӗ Парижа (ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм Францие) парӑнтарнӑранпа вунӑ кун та иртмен-ха, магазин хуҫисем ҫӳлӗксем ҫине пусма-тавар кӑларса купаланӑ.

Не прошло и десяти дней, как Россия покорила Париж, да и всю Францию, а владельцы магазинов уже выложили товар на полки —

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Стена ҫумӗнче те ҫӳлӗксем.

вдоль стен полки высотой по грудь — стойка.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вакун леш вӗҫӗнче каникула каякансем пулмалла, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ҫӳлӗксем ҫине хӑпарса выртнӑ та хӗрсе юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кунта йӗркипех ҫӳлӗксем, кашни пассажирӑн — уйрӑм вырӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» лавккара пӗр арҫын ҫӳлӗксем ҫинчи эрехсене урайне вӑркӑнтарнӑ.

5 декабря в магазине «Магнит» города Чебоксар, расположенном на улице Богдана Хмельницкого, 109, мужчина швырнул на пол бутылки водки с полок.

Ӳсӗр арҫын лавккара 275 кӗленче эрех ҫӗмӗрнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30466.html

Эпӗ вара, ҫак кухньӑна, ҫӳлӗксем ҫинчи кастрюльсене, ҫак пӗчӗк алӑсене пуҫласа курнӑ пек, пӗр вырӑнта тӑпӑртаткаласа тӑтӑм.

А я все топтался на месте, вроде в первый раз увидел ее, эту кухню, аккуратные кастрюли на полках и маленькие руки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Лёша ҫӳлӗксем патне пычӗ, амӑшӗ ытти ачасемпе ӗҫлеме пуҫларӗ.

Лёша прошёл к полкам, а мама занялась другими читателями.

Пӗрремӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Чӑннипе каласан, амӑшӗ ӑна ҫӳлӗксем патне питех ярасшӑн пулман, мӗншӗн тесен ун хыҫӗнчен пӗр кӗнекине те хӑй вырӑнӗнче тупма ҫук, пӗтӗмпех пӑтраштарса пӗтерет.

Правда, мама не очень-то позволяет ему подходить к полкам — он там такой порядок наведёт, что потом ни одной книги на месте не найдёшь!

Пӗрремӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех