Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлтен нимех те тӑкӑнмасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлхаран тасатас тесе пушмакне, исленнӗ нускине хывнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк ҫӳлтен, вар хӗрринчен, малалла каяс ҫул енчен, шӑплӑха шуйхӑнчӑк, чӗтревлӗ сасӑ хумхатса илчӗ — арҫын сасси:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрлӑхра, ҫити-ҫитми пурӑнакан студентсемшӗн, ҫав шутра Ула Тимӗршӗн те, чӑнах, ку ҫӑкӑр кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӳлтен татӑлса ӳкнӗ телей тӗпренчӗкӗ пекех пулчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Полина пурӑнакан яла пырасси, савнийӗпе курса калаҫасси ниепле те пулаймарӗ: вӑхӑта тин ҫеҫ урине мӑн ҫул ҫине пуснӑ ҫамрӑк каччӑ ҫине йӑтӑннӑ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалли, пурнӑҫламалли ӗҫсем-хӗлсем сӑптӑрса-сӑхса илчӗҫ (ҫӑкӑрӗ те, укҫи-тенки те ҫӳлтен тӑкӑнса тӑмасть, ҫи-пуҫӗ те ҫын ҫине тухмалли кирлӗ, килти хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пурӑнасси те тӑкаксӑр пулмасть).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, ача чун-чӗрине сасартӑках таҫтан ҫӳлтен, чӑн тӳперенех, пӗчӗк телей ҫӑлтӑрӗ — шӑпа ҫӑлтӑрӗ — йӑррр! йӑрлатса анса ӳкрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳлтен пӗрӗхтерекенсем пӗчӗк тӑхтав тӑвас терӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Наладчик чакӑр куҫӗсене хӗссе лартрӗ, вӑрӑм кӗлеткеллӗскер, мастер ҫине ҫӳлтен аялалла вӗҫкӗннӗн, йӗкӗлтесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Андрей Кулагин пысӑк ҫынсене ҫӳлтен ярса панинче ним япӑххине те курмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Айӑплӑ ҫынна тупас тесе, надзиратель ухмаха ернӗ пек утиялсене ывӑтма пикенетчӗ, анчах, тӗлли-паллисӗр чупса ҫӳренӗ чухне, таҫтан ҫӳлтен ун ҫине матрос ӑшӗнчен туртса кӑларнӑ улӑм ванчӑкӗсемпе вӑркӑнтарма пуҫлатчӗҫ.

В то время как надзиратель метался в поисках виновного, в бешенстве раскидывая одеяла, откуда-то сверху ему сыпали на голову труху из матрацев.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӳлтен хушнӑ сӑлтавпа усӑ курса, кантур пуҫлӑхӗ хӑйне килӗшмен ҫынсене йӑлтах ӗҫрен кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Пусма картлашки ҫӳп-ҫаплӑ пулсан, ӑна аялтан мар, ҫӳлтен шӑлса тасатма тытӑнаҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мана, пуринчен ытла; ӑҫта мӗн чухлӗ мӗнле тырӑ акмаллине «ҫӳлтен» кӑтартни, сӗтел ҫине ҫапсах хушни тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӳлтен ҫыхнӑ пралук пат! ҫеҫ татӑлса кайрӗ — шӑнкӑрч вӗлли, алӑран вӗҫерӗнсе, туратсене ҫапӑнкаласа, шӑлтӑр-шалтӑр! сасӑ кӑларса, шӑннӑ ҫӗр ҫине хаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр тетӗшӗ ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхрӗ те, пуҫне кӑштах пӑрса, ҫапла пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлӗт хӗрринчен ҫӗкленсе тухнӑ хӗвел ҫӳлтен ҫӳле хӑпарать, савӑк кӑмӑллӑ хӗр пек ӑшшӑн кулкаласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ҫапла хушрӗҫ, ҫӳлтен мӗн хушнине пирӗн йӑлтах пурнӑҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗвел хитререх те хитререх йӑлкӑшса кулса, ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса пырать, ӗҫчен ҫынсене иксӗлми ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнтарма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав чӳречене хупласа тӑма, ҫӳлтен, икӗ тӑпсаран чӳрече пысӑкӑш алӑк ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳлтен икӗ кустӑрмаллӑ урапа туртнӑ йӗкӗт анаталла анать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫӳлтен ҫӳле хӑпаракан хӗвел урисем ӑшшине парӑнса, кунсеренех шӑтӑклана-шӑтӑклана шупкалса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех