Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлте (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асту: халь сан «ҫӳлте» хӳтӗ ҫук!

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла вара, ҫӳлте вӗҫнӗ чухне эпӗ яланах хамӑн телее, хамӑн… идеала шыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ку ман сӑмахран ҫӳлте таракан ответ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫӳлте ларакансенчен пӗри таксисем тӑнӑ ҫӗрелле тӗллесе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Фашистсем пирӗн ҫӗршыва хурахла килсе сӗкӗнмен пулсан, ҫак ҫӳлте илсе кӑтартнӑ калав авторӗ сумлӑ писатель пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫак пӗтӗм тавралӑх тата ҫӳлте йӑлкӑшакан ҫутӑ ҫӑлтӑрсем ҫамрӑк поэтӑн вун ҫич-вун сакӑр ҫул каялли ача шухӑшне аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫӳлте пулӑр, мӑнкӑмӑллӑха ҫиеле тухма ан парӑр.

Будьте на высоте, не позволяйте своей гордыне проявиться.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурнӑҫ хаклӑхӗ ҫӳлте.

Ваш жизненный потенциал на высоком уровне.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Куратӑн-и, Укаслу, — терӗ, — сан ҫине ҫӳлтен тапӑнаҫҫӗ пулсан, анкара ҫапла икӗ меслетпе тытма пулать: пуҫ пӳрне ҫӳлте, ун чухне пӳрнесен вӑйӗ пулни кирлӗ, е кача пӳрне анкар питлӗхӗ ҫинче, ун чухне алӑ сулӑмӗ вӑйлӑ пулни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турикас ыттисене хӑй инкекне, унти ҫынсен хурлӑхне ытларах кӑтартас тенӗн ҫӳлте, сӑрт варринерех, тип ҫырма хӗррипе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пин-пин ҫул ҫак ҫӗр ҫинче пурӑннӑ пирӗн халӑх хӑйӗн чысне ялан ҫӳлте тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Шӑпӑр ҫӳлте сывлӑшра Ташӑ кӗвви хыйпӑтрӗ!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркиней те инҫех мар, Ҫӳлте, сӑртра вӑл тӑрать — Сӑнне пӑхма Пихампар, Аран ҫилне шӑнарать: Тури халӑх пусмӑрне Ӑҫтан чӑтма халӗ пур?

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сан тӗлӗнтех, таҫта ҫӳлте, тӑри хӑй юррипе каҫса кайса шӑрантарать е вӑрман хӗрринчи куккук, такама вӑрӑм кунҫул пиллесе, хаваслӑн авӑтать.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ун вӗҫне тухаттӑм ӗнтӗ, йывӑҫ тӑррисем хӑрушшӑн кашласа илчӗҫ, урам варринчи тусан, пӗлет пек, сывлӑша ҫӗкленчӗ, таҫта ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, темӗскер хаяррӑн тӗнкӗртетрӗ, шултра тумламсем пӑт та пат ӳкме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Ҫӳлте икӗ пысӑк пӳлӗм, тата кухньӑпа пӗчӗк пӳлӗм.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳлте хӑйсем пурӑнаҫҫӗ, аялта землемерсем ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсем ҫӳлте ялкӑшса пырӗҫ, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл ҫӳлте чух ҫӗртен теприне илсе ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳлте, тӑхлан пӗлӗтре, ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, вичкӗн куҫӗпе хыпӑнсах ҫӗр ҫинче апатлӑх чӗрӗ чун йӗрлесе, халь-халь ҫӗрелле чулланса анас хурчка явӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех