Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлерехре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр хут ҫӳлерехре карттус сӑмсине каялла туса тӑхӑннӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫамрӑк ларать, вӑл та тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тата ҫӳлерехре ту ҫинчи ҫарансем ешереҫҫӗ, тата ҫын хӑпармалла мар чулсӑртсем пит чӑнкӑн ҫӳлелле хӑпарса тӑраҫҫӗ.

Еще выше зеленели высокогорные луга, и круто вздымались стены неприступных скал.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӳлерехре, ту айккисем тӑрӑх, пихта вӑрманӗсем хуран курӑнса лараҫҫӗ.

Выше по склону темнели пихтовые леса.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тата ҫӳлерехре ту ҫинчи ҫарансем выртаҫҫӗ, унтан ҫӳлте вара ӗмӗрхи юрпа пӑр выртать.

Еще выше идут горные луга, а затем вечные снега и льды.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӳлерехре ту айккисем тӑрӑх климат та, ӳсентӑран тӗнчи те улшӑнать.

Выше по склону гор климат и растительность меняются.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл автомобильпе чирлӗ ҫынсем ту айккинче ҫӳлерехре ларакан санаторие килеҫҫӗ.

На нем едут больные в санаторий, который расположен выше по склону горы.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗр пӳрт тӑрри ҫӳлерехре ларакан тепӗр пӳртшӗн килкарти вырӑнне те, урам вырӑнне те пулать.

Крыша служит двором и улицей для домика, расположенного выше.

Крымра тинӗс хӗрринче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӳлерехре, ҫумӑр нумайрах ҫунӑ ҫӗрте, ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем курӑнаҫҫӗ: юман, каврӑҫ, бук тата тӗрлӗрен йывӑҫ тӗмӗсем нумай.

Выше, где выпадает больше влаги, появляются лиственные деревья: дуб, ясень, бук, много кустарников.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрманти кӳлӗсемпе шурлӑхсем хушшинче пит ҫӳллех мар Хибин тӑвӗсем ҫӗкленсе лараҫҫӗ: аялта — лӑсӑллӑ вӑрман, ҫӳлерехре пӗчӗк хурӑнсем тӗл пулкалаҫҫӗ, тата ҫӳлерехре сӑртлӑ-туллӑ тундрӑра ӳсекен мӑксемпе лишайниксем ӳсеҫҫӗ.

Среди лесных болот и озер поднимаются невысокие Хибинские горы: внизу — хвойный лес, повыше встречаются березки, а дальше мхи и лишайники горной тундры.

Тундрӑри ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласене тӗпчесе пӗлесси тата вӗсене кӑларасси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗр айӗнчи шыв шыва яман сийрен ҫӳлерехре куҫса ҫӳрет.

Подземная вода передвигается над водонепроницаемым слоем.

Ҫӑлкуҫсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Акӑ ӗнтӗ унӑн уҫӑ, кӗмӗл сассине тӳпери тӑрин «тӑр-тӑр-и, тӑр-тӑр-и, карталанса тӑтӑр-и, пурте ӗҫе тӑтӑр-и» тесе тӑрӑ сывлӑша чӗтретсе тӗпреткелекен юрри те, ку кайӑкран таҫта-таҫта ҫӳлерехре вутлӑ хӳрине пӗр тикӗссӗн сӗтӗрсе вӗҫекен реактивлӑ самолет уҫӑмсӑр вӑввлани те, таҫти катари уйри ялхуҫалӑх машинин кӗр-кӗр-кӗр-кӗрлевӗ те ҫӗнтерейми, шартах таткалайми, шалтах хуплайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Юлашкинчен вӑл хӑй ывӑннине туйрӗ, тата вӗчерен ҫӳлерехре, сылтӑм енче, варӗ темӗншӗн каса-каса килчӗ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Колоннӑри ҫынсенчен ҫӳлерехре пӗчӗк ачасен пичӗсем курӑнаҫҫӗ, ялавсемпе плакатсем, лозунгсем мӗлтлетсе иртеҫҫӗ…

Поверх нее плыли лица детей, знамена, плакаты, лозунги…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑшт ҫӳлерехре шупка сарӑ, ҫӳлерех ҫутӑ сарӑ, унтан тӗксӗм шурӑ йӑрӑмсем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта, урам вӗҫӗнчен кӑшт ҫӳлерехре, пӗр хӑла лаша хӳрине ҫӗкленӗ те тутар Яшминчен Палас патнелле пӗчченех тӗпӗртеттерсе килет.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах пӑр ҫинчи хӑнтӑр шӑтӑкӗ чылай ҫӳлерехре пулнӑ, ӑтӑр шывра чыхӑнакан пулнӑ.

Но дыра во льду находилась значительно выше, а выдра уже задыхалась.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тепӗр кун каҫхине ачасем, шыва кӗнӗ чух, Изота саларан кӑшт ҫӳлерехре типпе юлнӑ ҫӗмрӗк баржа айӗнче тупнӑ.

На другой день вечером мальчишки, купаясь, увидали Изота под разбитой баржею, обсохшей на берегу немного выше села.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫӳлерехре, ҫак сӑмахсем ҫинче, фабрикӑн марки, вӑл маркӑна империре анчах мар, ют ҫӗршывсенче, Персире те пӗлеҫҫӗ, вӑл:

А повыше, над вязью — фабричная марка, не только в империи известна, но и за границею, в Персии:

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Картланса тӑракан ҫӳллӗ ҫамки пуҫӗ ҫинчи кукшипе пӗрлешсе кайнӑ; пӑхсассӑн, ҫак ҫыннӑн икӗ пит пек курӑннӑ, — пӗри, пурне те курӑнаканни, ӑслӑ та чӗрӗ, вӑрӑм кӑмӑрчак сӑмсаллӑ пулнӑ; тепӗр пичӗ ҫӳлерехре вырнаҫса тӑнӑ, унӑн куҫӗ-мӗнӗ курӑнман, ӳчӗ пӗркеленсе, картланса тӑнӑ.

Высокий лоб, изрезанный морщинами, сливался с лысиной, и казалось, что у этого человека два лица — одно проницательное и умное, с длинным хрящевым носом, всем видимое а над ним — другое, без глаз, с одними только морщинами.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тимлӗн асӑрхаса пӑхатӑп — хӗвеланӑҫ енче, манран ҫӳлерехре, горизонтра темиҫе пӑнчӑ курӑнать.

Смотрю — выше меня, с запада, от горизонта отделяется несколько точек.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех