Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрте (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ хӑма сыпӑнса тӑнӑ ҫӗрте ун ури пусӑмласа пыракан хӑми кӑшт путрӗ, тепӗр хӑми хӑпарса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пристаньтен тухрӗ, Науҫҫа урамне кӗрес ҫӗрте чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ ҫӗрте пурӑнасшӑн пулмарӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сире пур ҫӗрте те асӑрхӗҫ.

Вы будете замечены всюду, где бы ни появились.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Япала туянма ялан пӗр ҫӗре каймалла мар, пуянлӑх сире ҫӗнӗ ҫӗрте кӗтӗ.

Не нужно ходить за покупками в одни и те же места, сокровища вас будут ждать в новом месте.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун шывне пӗр ҫӗрте пырса кӗретӗн те, шыв юххи сана ним мар таҫта ҫитиех илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Стройбатра вара пӗтӗм ҫӗрте норма, норма, пахалӑх, пахалӑх…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Кӑнтӑрла уҫӑ вырӑнта, ҫиллӗ ҫӗрте апатланса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Урӑх ҫӗрте май ҫук-им?»

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрремӗш хут ӗҫ укҫи илсен яланхи йӑлапа коллектива хӑналамалла.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Сергей юлташӗ сцена ҫинче спектакльсем валли декораци вырнаҫтарнӑ ҫӗрте тӑрӑшать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Тӗрлӗ ҫӗрте аппаланкаласа пӑхрӗ — килӗшнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупаймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Опалубкӑна бетон яракансем тахӑш ҫӗрте кабель татӑлса бетона пусаракан прибор ӗҫлеме чарӑнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Иккӗмӗш хута хӑпарса пӑхрӑм — пур ҫӗрте те алӑк хупӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Пурте хыпаланнӑ чухне хӗсӗк ҫӗрте ялан инкек кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Акӑ Мишша утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса васкасах хӑйсен еннелле кайрӗ, Ваня та килнелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Майлаштарса тӑхӑр класс пӗтертӗм, рабочи профессине те илтӗм, ҫурт-йӗр хӑпартнӑ ҫӗрте те, заводра та ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шкулӗ, ҫӳлти урам пуҫланнӑ ҫӗрте тӗл пулнӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, сала варринче, Тӗрер юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫсан аякра мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӑр халь лайӑх — ҫур метр ытла шӑнма тивӗҫ, сивви иртнӗ уйӑхра самаях алхасрӗ вӗт, юхӑм вӑйлӑрах ҫӗрте ҫеҫ ҫӳхерех пулма пултарать, — пӗлтерчӗ шухӑшне Ҫитӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Лере-лере, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте «ӳссе ларнӑ» сӑрт-ту юмахри кермен пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех