Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрсене (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑха салатмалли 600 пая межевани тунӑ хыҫҫӑн 115 ҫын ҫӗрсене хӑйсем ҫине ҫыртарма килӗшмерӗ.

После межевания для раздачи народу 600 паев, 115 человек не согласился оформлять землю на себя.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӗлетӗн-и, питӗ хам пулса курман ҫӗрсене каяс килет — сӑваплӑ вырӑнсене ҫитсе пуҫ ҫапӑттӑм.

Знаешь, так хочется побывать там, где я ещё не была-я бы поклонилась святым местам.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ял хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурхи кампанире ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене 70 гектарне кӑна пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫурхи ака пуҫланиччен ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсем кӑҫал 1850 гектар ахаль выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Черетре тӑракансен ыйтӑвне тивӗҫтерсе патшалӑх программине пурнӑҫласа кӑҫал Урмаелӗнчи, Комсомольскинчи, Тукай Мишерӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ял ҫӗрӗсен шутне куҫарса, вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене валеҫсе памалла.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Тӳрӗ кӑмӑллӑ предпринимательсене бизнеса легализацилеме тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене урӑх категориллӗ ҫӗрсен шутне куҫарнӑ хыҫҫӑн куҫман пурлӑха харпӑрлӑха ҫавӑрмалли правӑна ҫырса йӗркелеме пулӑшас тӗллевпе 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен тӗлӗшпе «амнисти» палӑртма сӗнетӗп.

Чтобы поддержать добросовестных предпринимателей, предлагаю до 1 июня 2016 года применить к ним «амнистию» для легализации бизнеса и оформления права собственности на недвижимость после перевода земель сельскохозяйственного назначения в иные категории земель.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсене 2016 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри Ял хуҫалӑх ҫыравӗн шайӗнче шута илсе тухни управлени ӗҫӗнче тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ.

Инвентаризация земель сельхозназначения в рамках Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2016 года будет способствовать принятию правильных управленческих решений.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Комитет членӗсем ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессине хӑвӑртлатмаллине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те палӑртнӑ вӑхӑтчен ҫӗрсене регистрацилейменни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Вӑл ҫӗрсене регистрацилес, пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес йӗркепе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗ тӗлне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем хуҫасӑр ҫӗрсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

- Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ҫывӑх 1,5-2 ҫулта пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартрӗ, - палӑртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫӗрсене сухаланӑ чухне вара типӗ улӑм куписене ана айккисене кӑларса хӑвармалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ял хуҫалӑх министрӗн заместителӗ Константин Никитин республикӑра усӑ курман ҫӗрсене паянхи кун тӗлне 97517,8 га шута илнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑрсах ӗҫленӗрен ака-суха лаптӑкне ӳстерме май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче иртекен тӗлпулура усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес ыйтупа калаҫӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

2. Унти ҫӗрсене ҫӳресе тухнӑ чухне вӑл ӗненекенсемпе питӗ нумай калаҫнӑ, вӗсене ӑс панӑ, унтан Элладӑна ҫитнӗ.

2. Пройдя же те места и преподав верующим обильные наставления, пришел в Елладу.

Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел тури ҫӗрсене ҫӳресе тухса Эфеса пынӑ; унта хӑш-пӗр вӗренекене тӗл пулнӑ.

1. Во время пребывания Аполлоса в Коринфе Павел, пройдя верхние страны, прибыл в Ефес и, найдя там некоторых учеников,

Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗненекен ушкӑна ҫав кунран пуҫласа Иерусалимра питӗ хӗсӗрле пуҫланӑ, апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ.

В те дни произошло великое гонение на церковь в Иерусалиме; и все, кроме Апостолов, рассеялись по разным местам Иудеи и Самарии.

Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эхер те ют ҫӗрсене куҫса кайса пурӑннӑ чухне пирӗн пурӑнӑҫӑмӑр усаллӑхпа тулчӗ пулсассӑн, пире тӑшман аллинчен хӑтарса Хӑвна кирлӗ пек вилӗмпе пӗтер пире — 9. Санӑн савнӑ ҫыннусем пӗтнишӗн тӗшмӗшлӗ ҫынсем «вӗсене хӑйсен Турри ҫӑлаймарӗ» тесе хӑйсенӗн ниме тӑман йӗрӗхӗсене ан мухтаччӑр.

8. Если же жизнь наша в преселении наполнилась нечестием, то, избавив нас от руки врагов, погуби нас, Господи, какою Тебе благоугодно, смертью, 9. да не славословят суеверы суетных идолов за погибель возлюбленных Твоих, говоря: не избавил их Бог их.

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех