Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнтертӗм (тĕпĕ: ҫӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та хама хам ҫӗнтертӗм, — ҫук, тетӗп, ан ашкӑн, чунӑм!

Однако поборол себя, — нет, думаю, шалишь, душа!

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Леонид аттемӗр куҫне «ҫӗнтертӗм» тенӗ пек ялкӑштарса илчӗ те шӑпланчӗ — сывлӑш ҫавӑрса ярас терӗ пулмалла.

Отец Леонид победно сверкнул глазом, примолк — передохнуть, видно, захотелось.

Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Паллах, эпӗ ҫӗнтертӗм; ӑна вара, ытла та кӳреннӗскерне, пӳлӗм варринче тӑратса хӑвартӑм та хам чӑлантан тухса шӑвӑнтӑм.

Я, конечно, одержал полную победу и гордо удалился, оставив его стоящим в отчаянии посреди комнаты.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Анчах эпӗ ку йывӑрлӑха та ҫӗнтертӗм, манӑн зонт уҫӑлатчӗ те, хупӑначчӗ те.

Но я преодолел эту трудность, и мой зонтик мог открываться и закрываться.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапла пӗрремӗш чӑрмава ҫӗнтертӗм: кимӗ антармалли ҫул хатӗр.

Итак, первое препятствие было устранено: дорога для лодки готова.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ҫӗнтертӗм сана!

Я победил тебя!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫӗнтертӗм ӑна, ҫав ҫынвӗлерекене, ҫав куҫлӑхне ҫӗклесе ман еннелле ҫаврӑнса эпӗ вилессе сивлек кӑмӑлпа кӗтсе тӑраканскере.

Я победил его, этого убийцу, который, повернув голову, подняв очки, хладнокровно ждал моей смерти.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла пулсан пулас упӑшкасен ӑмӑртӑвӗнче эпӗ ҫӗнтертӗм, Люҫҫа манӑн арӑм пулать те.

Тогда получается в соревновании будущих мужей победил я, мне и быть супругом Люси.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм, тенӗ.

В мире будете иметь скорбь; но мужайтесь: Я победил мир.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

16. Но, как ты тепл, а не горяч и не холоден, то извергну тебя из уст Моих. 17. Ибо ты говоришь: «я богат, разбогател и ни в чем не имею нужды»; а не знаешь, что ты несчастен, и жалок, и нищ, и слеп, и наг. 18. Советую тебе купить у Меня золото, огнем очищенное, чтобы тебе обогатиться, и белую одежду, чтобы одеться и чтобы не видна была срамота наготы твоей, и глазною мазью помажь глаза твои, чтобы видеть. 19. Кого Я люблю, тех обличаю и наказываю. Итак будь ревностен и покайся. 20. Се, стою у двери и стучу: если кто услышит голос Мой и отворит дверь, войду к нему, и буду вечерять с ним, и он со Мною. 21. Побеждающему дам сесть со Мною на престоле Моем, как и Я победил и сел с Отцем Моим на престоле Его. 22. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам.

Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эсӗ — Манӑн ҫапкӑч, ҫар кӑралӗ; Эпӗ санпала халӑхсене ҫӗнтертӗм, санпала патшалӑхсене пӗтертӗм; 21. санпала утне те, юланутҫине те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫар урапине те, унӑн лавҫине те ҫапса ӳкертӗм; 22. санпала упӑшкипе арӑмне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ваттипе ҫамрӑккине те ҫапса ӳкертӗм, санпала каччӑпа хӗре те ҫапса ӳкертӗм; 23. санпала кӗтӳҫӗпе унӑн кӗтӗвне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр ӗҫлекенпе унӑн ӗҫ выльӑхне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр пуҫлӑхӗсене те, хула пуҫлӑхӗсене те ҫапса ӳкертӗм.

20. Ты у Меня - молот, оружие воинское; тобою Я поражал народы и тобою разорял царства; 21. тобою поражал коня и всадника его и тобою поражал колесницу и возницу ее; 22. тобою поражал мужа и жену, тобою поражал и старого и молодого, тобою поражал и юношу и девицу; 23. и тобою поражал пастуха и стадо его, тобою поражал и земледельца и рабочий скот его, тобою поражал и областеначальников и градоправителей.

Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Рахиль каланӑ: эпӗ аппампа вӑйлӑ тавлашу кӑларса тавлашрӑм, ӑна ҫӗнтертӗм, тенӗ.

8. И сказала Рахиль: борьбою сильною боролась я с сестрою моею и превозмогла.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех