Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнсе (тĕпĕ: ҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗслӗхрен, ҫӗнсе илнӗ тӗллевсенчен кӑна мар, вӗсем тӗлӗшпе ӗҫленинчен те киленӳ илме.

Например, получать удовольствие не только от достижений, но от процесса работы над ними.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ пӗлӗшӗн шанчӑклӑхне ҫӗнсе илӗр, вал вара хӑй те ҫавнах парӗ.

Завоюйте доверие нового знакомого, и он докажет вам свою надежность.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лӑпкӑ пулсан, тӗллев патне талпӑнсан ӑнӑҫу ҫӗнсе илетӗр.

Если вы будете спокойны и целеустремленны, то обязательно добьетесь успеха.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Магеллан ҫак утравсене ҫӗнсе илсе, вӗсене Испания королӗн ҫӗршывӗ тӑвасшӑн пулнӑ.

Магеллан хотел завладеть этими островами, сделать их владениями испанского короля.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Спортӑн ҫак тӗсне юратакансем шахбокс енӗпе тӗнче чемпионӗ ятне ҫӗнсе илессишӗн вӑй виҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/18/n-sh ... idenchesem

Иртнӗ ҫулта куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илнӗ Шуркасси ялӗн команди кӑҫал виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%ba%d1% ... bb%d0%bde/

Ҫапла вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» 41 мандат ҫӗнсе илме пултарнӑ, КПРФ – 6, ЛДПР тата «Раҫҫейри тӗрӗслӗхшӗн тӑраканс – Патриот -Тӗрӗслӗхшӗн» - тӑватшар.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанри парламентӑн ҫӗнӗ йышӗ паллӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/politika/2023-09 ... ll-3436893

Ӑнӑҫу ҫӗнсе илес тесен вӑя пӗр чӑмӑра пухмалла.

Вам необходимо сконцентрировать свои усилия, чтобы достичь успеха.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнекун хӑвӑра шаннине кӑтартсан ят-сум ҫӗнсе илетӗр.

В пятницу будет нелишне продемонстрировать уверенность в собственных способностях, вы легко завоюете авторитет лидера.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ диван ҫинче выртса нимӗн те ҫӗнсе илейместӗр, хастар пулни вара ӑнӑҫу илсе килӗ.

Лежа на диване, вы ничего не добьетесь, в то время как активность принесет настоящий успех.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурне те спорт хастарлӑхне, лартнӑ тӗллеве ҫӗнсе илме, ӳт-пӳ туйӑмне лайӑхлатма тата спорт ӑсталӑхне ӳстерме сунатпӑр!

Желаем всем спортивной бодрости, целеустремленности, отличного физического самочувствия и повышения спортивного мастерства!

Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... he-3420050

Ӗҫри хастарлӑха пула кирлӗ кӑтартусене ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Добьются нужных результатов благодаря деловой активности.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ унччен тӗлӗкре тӗлленнӗ кӑтарутсене те ҫӗнсе илме пултаратӑр.

Сейчас у вас получится достичь результатов, которые раньше у вас были только во сне.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ // Марина ВОЛКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%8e%d1%8 ... %bd%d3%91/

15—35 ҫулхи юрӑҫсенчен пӗрремӗш вырӑна Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен килнӗ Юлиана Михайлова тата пирӗн округри Георгий Печников ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ // Марина ВОЛКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%8e%d1%8 ... %bd%d3%91/

Районта «Чи лайӑх сысна пӑхакан» ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/

Компанире 20 ҫул ытла вӑй хурса Александр Порядков хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем хушшинче кирек ӑҫта ӗҫлесен те, пурӑнсан та ырӑ ят ҫӗнсе илнисем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Совет самани вӑй илсе, тӗревленсе пынине кӑтартнипе пӗрлех Иван Ивник телейлӗ пурнӑҫа епле йывӑрлӑхсенче ҫӗнсе илнине асӑрхаттарма та манман («Чемей пӑлхавӗ» поэмӑпа хӑш-пӗр сӑвӑсем).

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Тӗллевсене пуҫ урлӑ сиксе мар, пӗчӗк утӑмсемпе ҫӗнсе илни аванрах.

Лучше достигать поставленных целей маленькими шагами, чем стараться прыгнуть выше головы.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех