Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫӗнетчӗр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Патша ҫырӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ: «Антиох патша Лисий тӑванӑма савӑнӑҫ сунать. 23. Манӑн аттем турӑсем патне ӗмӗрлӗхе кайнӑ вӑхӑтранпах эпир патшалӑхри ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пӑлханмасӑр тума пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 24. Эпир иудейсем манӑн аттем ҫӗнӗ йӑла-йӗрке — эллин йӑлисене — ҫирӗплетес тенипе килӗшменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен саккуннех мала хуни, ҫавӑнпа та хӑйсен саккуннех уяса тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтни ҫинчен илтсе пӗлтӗмӗр; 25. вара ку халӑха та канӑҫсӑрлантарас мар тесе, ҫапла тума хушатпӑр: вӗсем хӑйсенӗн Турри Ҫуртне ҫӗнетчӗр, вӗсем хӑйсен тӗп аслашшӗсен йӑли-йӗркипе пурӑнччӑр. 26. Ҫапла вара эсӗ вӗсем патне ҫын ярсассӑн, вӗсемпе килӗшӳ тусассӑн, аван пулӗччӗ, ан тив, вӗсем пирӗн шухӑшсене пӗлсе ырӑ кӑмӑллӑ пулччӑр, хӑйсен ӗҫне малалла хаваслӑн туса пыччӑр» тенӗ ҫырура.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй утравсем, Манӑн умра шӑп пулӑр, халӑхсем хӑйсен вӑйне ҫӗнетчӗр; вӗсем ҫывӑхарччӑр та калаччӑр: «пӗрле сута тӑрар» тетчӗр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1