Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗлӗкне (тĕпĕ: ҫӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрать вӗт лашу, — терӗ вӑл ҫӗлӗкне хывса, тарланӑ пуҫне шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ним савӑнӑҫна та курмастӑп-ха, Петрок, — шурӑ мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ пысӑк ҫӗлӗкне ҫамки ҫинерех ҫӗклерӗ Откан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗске сар кӗрӗк тӑхӑннӑ лутра арҫын ҫӗлӗкне хывсанах, йӑлтӑртатса тӑракан шакла пуҫӗпе сарӑ мӑйӑхӗнченех палларӗҫ ӑна пӳртрисем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платун Лукарьене ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, укҫине, сӑхманне, кӗпине тата ҫӗлӗкне ҫухатса, ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлчӗ, арӑмӗн хаклӑ та ырӑ ятне хур кӳчӗ, хӑйне пӗтӗм тӗнче умӗнче тӳсейми намӑса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑс хӗрарӑмӗ, ун ҫӗлӗкне илсе кайса, шыв ӑсса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сӑхманӗпе ҫӗлӗкне ҫеҫ хывма килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан тӳрленсе тӑрса ҫӗлӗкне хыврӗ те, ывӑннипе мар, ытла та хумханнӑран ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗлӗкне хывса кӗлӗ пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан, ҫӗлӗкне пусарарах лартса, кил хушшинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ, пӗрре — хӗвелтухӑҫ, тепре хӗвеланӑҫ еннелле пуҫ тайса сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хатӗрленӗ килнӗ майӑн Алсишне те ҫӗлӗкне.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Хӗлимун нимӗн калама та пӗлмерӗ, аптранӑ енне ҫӗлӗкне чалӑштарчӗ, тӳрлетрӗ, пӑркаланса илчӗ, хӑйматлӑх хӗрне пӳрнипе юнарӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрмана ҫитсен, Раман ҫӗлӗкне хывса тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюкпала Тимкка та хытӑ кулма чарӑнса тӑчӗҫ тусне хӗрхенсе, илсе пачӗҫ ҫӗлӗкне.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Тимуш куҫне хупрӗ те пӗтӗм чунтан эрленсе йӗчӗ ячӗ куҫҫульпе, хывса печӗ ҫӗлӗкне.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Ҫакна ӑнлансан вара хӑйӗн кительне те, аттине те, полковник ҫӗлӗкне — папахине те пӗрре те тӑхӑнман.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мучие каллех, мулахай ҫӗлӗкне каялла тӑхӑнтарса, кӗтӳ варрине кӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӳрех: — Гренада, — терӗ, вара ҫӗлӗкне хыврӗ, йӑл кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗне пӗлтерет вара ку? — мучи ҫӗлӗкне тыткаласа пӑхрӗ Палюков.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех