Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклесе (тĕпĕ: ҫӗкле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Умра — хумлӑн-хумлӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр юхакан, ҫӗр-ҫӗр хулапа яла шывпа тивӗҫтерекен, пӑрахут та кимӗсене «ҫӗклесе ҫӳрекен», ҫынсене пурлӑх та телей, илем те вӑй-хал кӳрекен-паракан, виҫсе илейми инҫӗше васкакан Атӑл!

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Эсир халӗ те кунтах-и? — ыйтрӗ хӗртен кӑштах тӑрӑхланӑн Архипов пит хӳтлӗхне ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм та, хам паталла ҫил пек ыткӑнса килекен хӗрарӑма курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Юмана ӗнтӗ Лука Павлович хӑй ӗнси ҫине ҫӗклесе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, ЛП-19 машина ҫатӑртатса пысӑк хыр айне ҫитсе чарӑнчӗ, ӑна «хобочӗпе» явкаласа тытрӗ, унтан вӗҫӗнчи пӑчкӑпа татрӗ, ҫӗклесе илсе майласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тулса пыракан шыв пӗве пӑрне ҫӗклесе ҫуркалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Автобус, тусан пӗлӗчӗ ҫӗклесе, поселока ҫитсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫ ҫӗклесе пӑхма та вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ромашок халӗ алӑ ҫинче ҫӗклесе кӗретчӗ сана.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман Ваҫҫана наҫилкка ҫине пӗчӗк ачана йӑтса хунӑ пек ҫӗклесе вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗрлет, тулхӑрать, кӗпере ҫӗклесе каяс пек кӑпӑкланса ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубовсене вӑл, аллине ҫӗклесе, аякранах сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубова алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫтаппан, каҫар мана, ухмаха, — пуҫне ҫӗклесе ун куҫӗнчен пӑхрӗ Улька.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Парам сире хатӗрлеме-пуҫтарма, ха, вӗсем, тӑр-кӑнтӑрлах!.. — ҫӗртен патак ҫӗклесе юнарӗ Улька.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара лаҫран яшка хуранӗ ҫӗклесе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те чылай ҫӳлте турат вӗҫӗнче ларакан пакшана курчӗ, пӳрнипе юнарӗ:

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те комбинезон, шлепке, атӑ тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗ урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ ҫынна тӳрех палласа илчӗ: Стасик!

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман Тамарӑна, сылтӑм алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе, ҫӗр ҫине антарса тӑратрӗ те хыттӑн ҫапла пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман валли халат ҫӗклесе пыракан Стасика курсан, таҫта тӑрса утрӑн, куҫран пач ҫухалтӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех