Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклеме (тĕпĕ: ҫӗклем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Военкоматра Завьялов Ольга Миронова ӗҫне «ҫӗклеме» ыйтнине хапӑл туса тенӗ пекех йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйне те, хӗре те сивӗрен хӳтӗлеме, хӗрӗн ҫуллахи ҫӑмӑл пальтин ҫухавине ҫӗклеме кӑна ыталать тесе улталарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кирле туйине ҫӗклеме тӑнӑччӗ — ун патнелле йытӑ кӑна килет иккен.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапах вӗсем ялсенчи санитарипе гигиена шайне ҫӗклеме чун хавалтан тӑрӑшнӑ, хресченсене тасарах пурӑнма вӗрентнӗ, халӑхра медицина пӗлӗвӗсене сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӗсем пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче вырӑс чӗлхине вӗрентес ӗҫӗ ҫӳлерех ҫӗклеме май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

«Маттур. Киленсе вуларӑм. Верук та мухтать», тесе, кӑмӑлӑма ҫӗклеме тӑрӑшрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Йывӑрпа пулин те, округра уйрӑм ҫынсем те ҫӗнӗ-ҫурт йӗр ҫӗклеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Чиновниксен шучӗпе, пӗрлешни инженерсене хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ шая ҫӗклеме, укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑрах усӑ курма пулӑшмалла-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Медицинӑ ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ татса пама, ял хуҫалӑхне малалла ҫӗклеме кирлине кура, биологи наукисен пӗтӗм комплексне аталантарас енӗпе пысӑк ӳсӗмсем тумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Спорт хатӗрӗсене туянма, объекта ҫӗклеме пурӗ консолидированнӑй бюджетран 3,9 млн, Федераци бюджетӗнчен 2,9 млн, республика хыснинчен 0,9 млн, муниципалитет бюджетӗнчен 0,1 млн уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Ҫӑмӑл, хӑй ҫинчен темле йывӑр ҫӗклеме илсе ывӑтнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Унӑн пуҫне, икӗ алпа икӗ питрен тытса, ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах хӗр, тата вӑйлӑрах тӗршӗнсе, пуҫне каччӑн кӑкӑрӗнчен уйӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик, хӗртен аяларах ларнӑскер, ун ҫине куҫ ҫӗклеме те именсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Выртса юлчӗ вара Бианка ҫул хӗррине, тем каласшӑн пулнӑн пуҫне ҫеҫ кӑштах ҫӗклеме пултарчӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Шухӑш-кӑмӑл ҫӗкленес вӑхӑта кӗтмелле мар, ӑна кирек хӑҫан та ҫӗклеме тӳсӗм ҫитермелле…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Текех эпӗ ун пирки урӑхла шухӑшланине ӑнланать пулас та вӑл, ҫавӑнпа тӳрре тухма, хӑйӗн ятне-шывне ҫӗклеме тӑрӑшрӗ пулас:

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов та, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В. Петров та ку ыйтӑва ҫӳллӗ шайра татах ҫӗклеме пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ астӑвӑм комплексӗнче музей ҫӗклеме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Кӑҫал культура учрежденисене ҫӗклеме тата юсама федераципе республика хыснисенчен 605 миллион тенкӗ яхӑн уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Ыттисене путарса хӑйсен ятне ҫӗклеме хӑтланаҫҫӗ ун пеккисем».

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех