Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑпаталлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑпаталлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит хумханнипе ним те калаймасть хӑй: пӗрре ҫӑпаталлӑ арӑмне, тепре, арӑмӗ тӗлӗнсе сӑнанине пӑхмасӑрах, Ултуттие те чунтанах ыталать; Услантӑр мучие те ҫупӑрлать, Шӑнкӑрча та ачашлать; вара, хавассӑн хашлатса, тин кӑна йывӑр ҫӗклем пӑрахнӑн кӑшкӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫӑпаталлӑ чӑваша пуянсем хушшинче кам тӳсӗ?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шкулта чухне пир йӗм тӑхӑннӑ ҫӑпаталлӑ каччӑсене ҫывӑха ямастӑн…»

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑпаталлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ялӑн тепӗр енчен ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтирлӗ темиҫе чӑваш виҫӗ мӑн хырӑмлӑ ҫынна юланутҫӑсем патне сӗтӗрсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхискер чӑтаймарӗ, хӑйпе юнашар пыракан пыльчӑкланса пӗтнӗ ватӑ чӑваш умне ӳкрӗ те, ун ҫӑпаталлӑ урине ярса тытса, тытӑнчӑклӑн тархаслама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар патне леш тӗн пирки ҫине тӑрсах ыйтакан ҫӑпаталлӑ ватӑ чӑваш пычӗ те:

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, ырӑ патша апла вӑл! — савӑнса кайрӗ ҫӑпаталлӑ ватӑ хресчен.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла-тӑк патька-патша пире хамӑр тӗнпе пурӑнма ирӗк парать тени тӗрӗсех-им? — ыйтрӗ ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ ватӑ хресчен.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Совет Союзӗнче те чылайччен сӗтӗрӗнчӗ ҫӗршыв урапи хыҫҫӑн «ҫӑпаталлӑ Раҫҫей» ят.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иртнӗ ӗмӗрсенче ҫӑпаталлӑ хура халӑх ҫӗршыва тӑшмансенчен хӳтӗленӗ, ҫерем уҫса, ҫӗр сухаласа, тырпул акса ӳстернӗ, кил-ҫурт ҫавӑрнӑ, ҫӗршыва тӗреклетнӗ, йӑхне тӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лӑкӑш-лакӑш ҫӑпаталлӑ урисене сӑтӑрса, чӗлемне мӑкӑрлантарса, кӑмака умӗнчен Ваҫухха тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑналӑк хӗррипе ҫӑпаталлӑ ҫынсем курӑнаҫҫӗ.

Под пологом видны люди в сапогах.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫурӑмӗпе вӑл кӑмака ҫумне сӗвеннӗ, чалӑш ҫӑпаталлӑ урисене хӑй айне хутлатнӑ.

Спиной он прислонился к печи, ноги в косых лаптях подложил под себя.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасара килекен ҫӑпаталлӑ мужиксем валли! — хӑй ресторанне ҫав трактирпа танлаштарасшӑн пулмарӗ Ястребов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫав ҫӑпаталлӑ ҫынсенчен мӗнле ҫар пулӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Нивушлӗ ҫак ҫӑпаталлӑ ула-чӑпар ҫамрӑксем Колчакӑн регулярлӑ ҫарне хирӗҫ тӑма пултарӗҫ?!» — ирӗксӗрех шухӑшланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӑпаталлӑ салтаксемпе ҫак сивӗре эпир Ӗпхӗве чылайччен хӳтӗлесе тӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ку пухура эп тухса калаканнисем хушшинче пӗр ҫӑпаталлӑ хресчен те курмарӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑпаталлӑ старик тепӗр еннелле ӗшелӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех