Шырав
Шырав ĕçĕ:
34. Е мӗнле те пулин турӑ, санӑн куҫу умӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗншӗн Египетра тунӑ пек — асапсем ярса, паллӑсем, хӑватсем кӑтартса, вӑрҫӑпа, тӗреклӗ аллипе, хӑватлӑ вӑйӗпе, хӑрушла сехӗрлентерсе — урӑх халӑх хушшинчен хӑй валли халӑх ҫӑлса тухма пикенсе пӑхнӑ-и?
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫамӑм — манӑн тӗрекӗм, манӑн чапӑм, Вӑл мана ҫӑлса хӑварчӗ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах Лот вӗсене каланӑ: ҫук, Патшамӑм! 19. акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑвартӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп; 20. акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.