Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑл (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑртланса, ырханланса кайнӑ пит-куҫлӑ Тимуш картишне кӗчӗ те ҫӑл умӗнчи валашкана мӑкӑртата-мӑкӑртата шыв тултарчӗ («Хамсӑр пуҫне шыв ярса хуракан та ҫук ҫакӑнта, типсе-ӗнсех кайнӑ валашка»), картиш кӗтессинчи хӑяр пахчи еннелле пӑхрӗ — уҫӑ алӑкран пахчана чӑхсем кӗрсе кайнине курчӗ те вӗсене хӑвалама танкӑлтатрӗ, каллех мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӑл шывӗн шӑнкӑр-шӑнкӑр сассине те илтмӗп сансӑр, улӑхри чечексен илемне те курмӑп сансӑр, йывӑҫ-курӑкӑн сиплӗ шӑршине те туймӑп сансӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӑл умӗнчи ҫын хӑвӑрт хускалчӗ те Тимуша хирӗҫ чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑйлансах пыракан ҫил-тӑман витӗр ҫӑл кутӗнче ҫын кӗлетки курӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӑл шывӗ те тутлӑ мар теҫҫӗ кунта пурӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Патӑрьел районӗнчи Ҫӑл Атӑк ялӗнче кӗпер ишӗлме пуҫланӑ.

В деревне Верхнее Атыково Батыревского района начался рушиться мост.

Ҫӑл Атӑк халӑхӗ кӗпер юсасса 2 ҫул кӗтет // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34984.html

«Регионсен чикӗсӗр хутшӑнӑвӗ» регионсен йышенчи курав, архитекторсемпе урбанистсен форумӗ, «Ҫамрӑксен хули», ал ӑстисен «Руҫ ӑстисем» конкурс, «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестиваль.

Куҫарса пулӑш

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

Ачасем 1964 ҫулта тата ҫакӑн пек кӗнекесем вулама пултараҫҫӗ: В. Элпин «Тӑрӑр вӑйӑ картине», В. Орловӑн «Икӗ ҫӑл куҫӗ», Н. Мишутинӑн «Как солнышко будили» (вырӑсла), Н. Яснопольскин «Икӗ тӗплӗ витре», Н. Ивановӑн «Пирӗн карап» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Художествӑллӑ пултарулӑх кружокӗсенче вылякансен искусствин вӑйӗ — хастарлӑх ҫӑл куҫ пек тапса тӑнинче, ҫамрӑклӑхра, кӑмӑл туртнипе ӗҫленинче, пурнӑҫа ҫывӑх пулнинче.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Кусен иккӗшӗн те пӗр юрӑ пулас», — пӑшӑрханса илчӗ ҫӑл патӗнче Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Витрисене ҫӑл ани ҫине лартрӗ ҫеҫ — Юрмейкейкинсен хапхин кӗҫӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юрмейкейкинсен тӗлӗнчи тарасаллӑ ҫӑл патне ҫитеспе вӑл сигарет чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хапха алӑкне пӗр сассӑр уҫнӑ Марина ҫӑл патне хӑвӑрт ҫывхарчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗр каҫхине Сурпайри мӑнаккӑшӗ патӗнчен хӑнаран таврӑнакан Герасим Федотович урам варринчи тарасаллӑ ҫӑл умӗнче чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юлашкинчен хӑрарӑм ҫӑл пури умне кукленсех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анчах хӑй пуш витрисене чӑнкӑртаттарса ҫӑл патнелле чупать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ял совечӗ умӗнчи ҫӑл патӗнче виҫ-тӑват хӗрарӑм тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Чылай ҫемьешӗн вӑл — тӗп тупӑш ҫӑл куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Саманине кура библиотекӑн ӗҫ мелӗсем улшӑнса, ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, анчах та унӑн тӗшши – халӑхӑн йӑли-йӗркипе культурине, ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварс ӗҫри кӗнеке пӗлтерӗшӗ, вӑл пӗлӳ ҫӑл куҫӗ пулни – хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Вӑл вара ҫӑл шывӗ патне персе анчӗ те кана пӗлми ӗҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех