Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗ (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поварпа Аян люк патне ҫитсе тӑчӗҫ; вӑл аялта ҫуртасем ҫуннипе ҫап-ҫутӑ; унӑн ҫурма ҫаврака ҫӑварӗ тулалла табак тӗтӗмӗн палкавне, этем капламӗн кӑшкӑравӗпе пӑчӑ ӑшӑлӑхне кӑлара-кӑлара перет.

Повар и Аян подошли к люку, светлому от горящих внизу свеч; его полукруглая пасть извергала туман табачного дыма, выкрики и душную теплоту людской массы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эх, туссем, курасчӗ сирӗн Мина ҫӑварӗ мӗн пысӑкӑш карӑлма пултарнине!

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк ытти кирек хӑш арҫынна та ҫунтарса яма пултаракан, упӑшки ҫине пӑхсан вара сасартӑк йӑвашланакан пысӑк куҫне мӑч-мӑч тутарчӗ те, мӑшӑрне хирӗҫлеме хӑяймасӑр, стакана тытрӗ, чӑпӑрт сыпса пӑхрӗ, хаяр эрехе хӑнӑхманскер, ҫавӑнтах чыхӑнса кайрӗ, ал лаппине ҫӑварӗ умӗнче сулла-сулла, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫурма уҫӑ пӗчӗк ҫӑварӗ йӑваш кулӑпа ҫиҫет.

Полураскрытый маленький рот блестел кроткой улыбкой.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Йытӑсем хӑйне итлеменнине кура Шурӑ Кашкӑр пӑшал курокне уҫнӑ, йӑпшӑнса шӑтӑк ҫӑварӗ патне пырса шалалла пӑхнӑ.

Видя, что собак не переупрямишь, Белый Волк взвел курок, крадучись подошел к входу в пещеру, наклонился и заглянул внутрь.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Мӗн вара ку? — аран ҫӑварӗ уҫӑлчӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Халӑх ҫӑварӗ хапха мар — хупса лартаймӑн.

Народный рот не ворота — не захлопнешь.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анасласа ҫӑварне карчӗ те вӑл, йытӑнни пек ҫирӗп шӑлӗсене тата вӗри ҫӑварӗ тӗпӗнчи кӗҫӗн чӗлхине кӑтартрӗ.

Он широко открыл рот, показывая крепкие, как у собаки, зубы и в горячей гортани красный маленький язычок,

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унӑн пысӑк сӑмсипе ҫӑварӗ, чӗри ыратнипе, чалӑшса кайнӑ пек туйӑнать; хӑй командарм пит-куҫӗ патнех ҫывхарса, сӑмахӗсене йытӑ вӗрнӗ пек сирпӗнтерсе калаҫать.

Говорил он, точно лаял, придвинувшись к лицу командарма, — большой нос и рот у него были перекошены от боли.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иван Гора ӑна тӗлме-тӗлех тӑрать, куҫӗсене чарса ҫӳлтен аялалла, унӑн сӑмахсене вирлӗн кӑларса тӑракан ҫӑварӗ ҫине, пӑлханнипе тути хӗррисене тухнӑ кӑпӑк ҫине пӑхса тӑрать.

Иван Гора стоял прямо перед ним, глядя сверху вниз разинутыми глазами ему на твердый, твердо выбрасывающий слова, рот, где в углах губ сбивалась пена волнения…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иван Гора кулса ячӗ, унӑн пысӑк ҫӑварӗ хӑлхинчен хӑлхи таранах сарӑлса кайрӗ.

Иван Гора улыбнулся большим ртом от уха до уха.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шуйттан пек ҫаврӑнкалать вӑл салтаксем хушшинче: куҫӗсем ҫаврака… карнӑ ҫӑварӗ ҫухӑрашать, лашин ҫилхи вӗҫсе пырать… алли тӑсӑлать те кӗпесенчен ярса тытать…

Вертелся, как черт, среди бойцов: круглые глаза… кричащий рот… взмах лошадиной гривы… цепкая рука, рванувшая рубаху…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӑна хирӗҫ Иван Прохватилов труках тавӑрмарӗ, — унӑн пӗчӗкҫӗ ҫӑварӗ уҫӑлчӗ те тӑп тытса ҫыртнӑ ҫирӗп, шурӑ шӑлӗсем курӑнчӗҫ; хӑй Миколай ҫине мӑшкӑланӑ пек тинкерсе пӑхать, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ури пӳрнисем вӗриленнӗ тӑпрана тӑрӑнса кӗнӗ.

Иван Прохватилов не сразу ответил, — маленький рог его приоткрылся, белые, крепкие зубы сжаты, с усмешкой пристально глядел на Миколая, пальцы загорелой ноги впились в горячую землю.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Куҫне хӗссе, вӑл пирусне ҫӑварӗ патне темрен хӑранӑ пек майӗпен илсе пырать те, тӗтӗмне ҫӑварӗнчен пӗчӗккӗн вӗрсе кӑларса ярать.

Прищурясь, он осторожно поднес папиросу ко рту, выпустил тонкую струйку дыма.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Троцкий сарлака ҫамкаллӑ тӗттӗм сӑн-пичӗ чул пек хытса кайнӑ; вӑл пӗр минут пек ним чӗнмесӗр тӑрать; вара тин, касса ҫурнӑ евӗр тӳрӗ ҫӑварӗ уҫӑлать те: — Центральный комитет ман пекех шухӑшлать, кайӑпӑр… — тесе хурать.

Широколобое, темное лицо Троцкого, окаменев, выдержало минутную паузу, затем — прямой, как разрез, рот его разжался: — Центральный комитет стоит на моей точке зрения. Идемте…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сухал уссийӗсен мӗлкийӗ ҫӑварӗ ҫине ӳкет.

Тень от усов падала на рот.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мана курсан, Илюха шучча трубана чиксе лартрӗ те, ывҫисене ҫӑварӗ патне тытса, пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрчӗ:

Увидев меня, он воткнул шест в трубу и, сложив ладони трубкой у рта, что есть силы крикнул:

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сухалӗпе мӑйӑхӗсӗр Ленин сӑлӗ питӗ улшӑннӑн, унчченхинчен сивлекрех те ансатрах пек курӑнать: сухалӗпе мӑйӑхӗ пур чухне тутинчи ҫирӗплӗх, чӑтӑмлӑхпа тимлӗх йӗрӗсем палӑрсах каймастчӗҫ, халӗ ак пысӑк, хӑюллӑ ҫӑварӗ йӑлтах ҫаралса юлнӑ.

Без бороды и усов лицо Ленина очень изменилось, стало суровее и проще: борода и усы обычно скрадывали волевое, твердое очертание губ, теперь же большой, решительный рот обнажился.

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Чӑннипе каласан, унӑн пичӗ сарлака та лаптак, сӑмси каҫӑр, тутисем ҫав тери хулӑн, ҫӑварӗ калама ҫук пысӑк.

Правда, лицо у него было плоское и широкое, нос приплюснутый, губы толстые и рот огромный.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫӑварӗ вӗтетнӗ ҫӗрулмипе тулнӑран вӑл мӗн кӑшкӑрнине уҫӑмлӑнах ӑнланма ҫук, ҫапах та сасси Ленниберга леш енче те илтӗнет пулӗ.

Заглушённые на этот раз тёртой картошкой, но всё же достаточно громкие, чтобы долететь до другого конца Лённеберги.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех