Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑвар (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук сӑмахранах калаҫу тума ӑста Меркури хӑй калас сӑмахне шутарса пыма кам та пулин ҫӑвар уҫасса ҫеҫ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл Саня килнӗренпе те ҫӑвар уҫмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня ӑна ҫӑвар уҫса сывлӑх сунма та ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Майра тав туса та ҫӑвар тутине сая ярса тӑмарӗ…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Петӗрӗн вара арӑмӗ мӑкӑрти, хӗрӗсемшӗн ҫӗр памаҫҫӗ, карма ҫӑвар анчах вӗсем, пӳрчӗ пӗчӗк, ӗҫӗ ӑнман.

А у него, у Петра, жена ворчит: за дочерей землю не дают, их только кормить, дом маленький, работа не ладится.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Пӗри хӗр илсе кӗчӗ те, часах тепри авланас тесе ҫӑвар уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ӗҫлекен ҫынна кичем мар, ӗҫлекен ҫыннӑн кичем тесе ҫӑвар уҫма та вӑхӑт ҫук».

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Юрать-ха, тӳрех татӑклӑ каларӗҫ. Кӗрхи ҫанталӑкра ҫич-сакӑр сехет хушши йӗпе ҫилпе касӑлма сӗре ухмахсем мар-ха. Стройкӑра тертленмесен те хырӑма панк! тӑрантма пулать ку чухне», тесе, ҫӑвар тулли кулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тахӑшӗ (ахӑртнех, Турунов «субъект» сӑмаха тӗрӗс мар каланинчен) ҫӑвар тулли кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепри вилка-кашӑка та ун пек тӗл илсе пыраймӗ собченнӑй ҫӑвар патне!» »

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла ыйтрӗ те вӑл, эпӗ ҫӑвар уҫасса кӗтмесӗрех калаҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Асту та ӳлӗм ҫӑвар ан уҫтар кун пирки.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйне хирӗҫ ҫӑвар уҫнине юратман Турунов лайӑхрах хӗстерсе илчӗ те хайхискерсене — хирӗҫӳ ҫивӗчленсе кайрӗ, хӗрӳ тавлашура ҫыру пирки сӑмах сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку — кирлӗ ҫын мар, унпа юмахласа ҫӑвар тутине сая яма килмен-ха эпӗ кунта, терӗ-ши ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл шӑпланчӗ те каллех ӳслӗк хускалнипе сӑмавартан куркана шыв юхтарчӗ, пӗр-ик ҫӑвар ӗҫсе, кӑкӑрне лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ара, — Алиса ҫине кӑтартрӗ Анюк, — ку ӑна кашни сӑмах хыҫҫӑнах урлӑ пере-пере хурать-ха та, ҫӑвар уҫма та памасть-ха та.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Стройкӑна ан кай тесе калама ҫӑвар уҫса пӑхтӑр-ха — ӗмӗрлӗхе юратма пӑрахӑп, шӑлпа тытса кӑшлӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пытарса ларасси пур, ҫӑвар уҫас та ҫук тус умӗнче!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ӗҫтерсе пайта курманнисем пурӑнма пӗлмен ҫынсем иккен-ха вӗсем?» — тесшӗнччӗ эпӗ, анчах Ҫтаппан ҫӑвар уҫма памасӑр малалла калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗнле пысӑк ҫӑвар ман!

Какой у меня большой рот!

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех