Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑслӑкри маскировка сетки ҫыхакан пункт пысӑк ӗҫ тунӑ.Огромную работу проделал пункт плетения сетей с. Базлык в поддержку СВО.
Эпир тылра Ҫӗнтерӗве ҫывӑхлататпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3643086
— Хам та санитарка пулса кайӑттӑм вӑрҫа, — кӗлте ҫыхакан майрасемпе калаҫать Марье.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ак ҫапла тӑвӑпӑр, Петӗр тус, — тар тӑкса кӗлте ҫыхакан салтак арӑмӗсем ҫине хӗрхенсе пӑхса, шӑппӑнрах каларӗ председатель.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫулакан машинӑсем, кӗлте ҫыхакан машинӑсем речӗ-речӗпе ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем хыҫҫӑн вырнӑ тырра пӑрахса пыраҫҫӗ.Ходили рядами косилки и сноповязалки, оставляя за собой скошенный хлеб.
Уй-хир варрипе // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Эп чӑхӑмлама тӑтӑм, авланма ир-ха, малтан вӗренсе тухасчӗ, терӗм, анчах атте ман сӑмахсене хӑлхана та чикмерӗ, пӑтара ҫакӑнса тӑракан, офицерсем ҫыхакан пӑхӑр пряжкӑллӑ пиҫиххине хутлатса тытрӗ те ман умма сиксе пычӗ:
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Ӗҫлекенсем канма ларсанах, вӑл кӗсйинчен блокнот туртса кӑларатчӗ те самантрах е тутӑр ҫыхакан хӗрарӑм пуҫне, е пӗшкӗннине, е ҫава ҫупнине ӳкерсе илетчӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Санька чӗринче — темӗнле виҫесӗр хаваслӑх еккипе хутӑш — чӗлхе-ҫӑвара ҫыхакан кансӗрлӗх, айванла именӳ, хӗре тӳррӗнех куҫ хӑйса пӑхма чараканскер, хускалчӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вӑл та куҫа тутӑрпа хупласа ҫыхакан патне пычӗ, анчах лешӗ: «Эсӗ пӗчӗк-ха, юрамасть» тесе хучӗ те, ача хытах кӳренчӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тип ҫырма тӑрӑх кайса вӗсем темиҫе ҫӗр пӳрте ҫитсе курчӗҫ, вӗсенче те ҫӑпата тӑвакан тата кунтӑк ҫыхакан ҫич-сакӑр ҫынсӑр пуҫне никама та тӗл пулмарӗҫ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Турхан ӑна туртса кӑларчӗ те казаксене ҫыхакан ҫамрӑксем еннелле пӑхса пуҫне сулкаларӗ: «Ма вӗлертӗр ҫӗрпӗве?» теесшӗн пулчӗ-тӗр те, нимӗн те шарламарӗ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Унта пилӗк ҫынтан кӗлте ҫыхакан звеносем тӑваҫҫӗ.
XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ хам хыҫра чӑлха ҫыхакан вун-вуник ҫын машинӑсемпе ӗҫленӗ чухнехи пек вӑйлӑ шав кӗрленине илтрӗм.Я услышал позади себя сильный шум, словно десяток вязальщиков работали на станках.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ильсеяр вӑтанчӗ, пулеметне тачанка ҫумне кула-кула ҫыхакан Уметбаев куҫӗсемпе тӗл пулсан, пачах хӗрелсе кайрӗ те пуҫне аялалла усрӗ.
XVII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫӗмӗрӗлнӗ кантӑк витӗр кабинӑна пӑхса мӗн пулнине ыйтса пӗлчӗҫ, аманнӑ шофера ҫыхакан лейтенанта тӗрлӗ канашсем пачӗҫ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Пурӑнма юлса Пӑван пек ҫав ытла та капӑр галстуксем ҫыхакан, калама ҫук йӗплӗ чӗлхеллӗ Пӑван пек пуличчен, вилни пин хут лайӑх.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тӗттӗмленнӗ хыҫҫӑн Джемма ҫыхакан япалине чӗркерӗ те корзинкӑна хучӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джемма, пӗр сӑмах та чӗнмесӗр, ҫыхакан япалине арки ҫине хучӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джемма ҫӳлти пӳлӗме хӑпарчӗ те, кӑкӑрӗ ҫине роза чиксе, пуҫне испанкӑсем ҫыхакан чӗнтӗр тутӑрпа витсе, часах каялла таврӑнчӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Коридоралла пӑрӑнса кӗчӗҫ те вӗсем, батарея хӳми тӑршшӗпех выртса тухнӑ ҫывӑракан салтаксен урисем урлӑ каҫа-каҫа, юлашкинчен сурансене ҫыхакан пункта ҫитрӗҫ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Власьевна шуралса кайрӗ, пукан ҫинчен тӑчӗ те ҫыхакан чӑлхине ӳкерчӗ.
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.