Шырав
Шырав ĕçĕ:
1521 ҫулхи мартӑн 6-мӗшӗнче хӗпӗртенӗ матроссем утрав курах кайнӑ, вӑл утрав ҫинче пальмӑсем ӳснӗ, тап-таса шывлӑ ҫырмасем пулнӑ, шывсӑр аптранӑ ҫынсем тинех ӑшӗсене кантарнӑ.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унпа икӗ енчен те ытти ҫырмасем пӗрлешнӗ.
ХLI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑрман та ҫырмасем ҫеҫ.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пурте ҫуран та, утпа та ҫӳресе курнӑскерсем; вӗсем Анатоли ҫыранӗсем, Крымри тӑварлӑ вырӑнсемпе ҫеҫенхирсем, Днепра юхса кӗрекӗн мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк ҫырмасем, мӗнпур заливсемпе Днепр утравӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, Молдави, Волоша, Турци ҫӗрӗсенче пулнӑ, козаксен икӗ рульлӗ киммисемпе Хура тинӗс урлӑ пур ҫӗрте те каялла-маялла каҫнӑ; пӗр харӑс аллӑ кимӗ ҫинче ларса пырса питех те пуян тата питех те ҫӳллӗ карапсене тапӑннӑ, туроксен сахал мар галерне шыва путарнӑ, хӑйсен ӗмӗрӗнче нумай-нумай тар персе пӗтернӗ; ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ хаклӑ йышши пусма-тавара пӗрре кӑна мар ура тӑли валли ҫурнӑ; йӗм кантӑри патӗнчи енчӗкӗсене пӗрре кӑна мар йӑлтах таса кӗмӗл тултарнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Канев — Днепр хӗрринчи, тарӑн та вӑрӑм тип ҫырмасем хушшинче вырнаҫнӑ лӑпкӑ хула.Канев — тихий городок над Днепром, расположенный среди глубоких балок.
Анлӑ ҫул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Мӗн чухлӗ этем сӗтӗрӗнсе ҫӳрет тата вӑрмансемпе ҫырмасем тӑрӑх.
«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Улӑх-ҫаранра, пур ҫӗрте те, кӳленчӗксем йӑлтӑртатаҫҫӗ, пӗчӗк ҫырмасем ҫиҫеҫҫӗ.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пирӗн умра ҫырмасем ҫурса пӗтернӗ, ҫеремленсе ларнӑ начаркка уй пӗр виҫӗ ҫухрӑма сарӑлса выртатчӗ: ӑна вӑрман тата Хусан трактӗнчи хурӑнсен йӗрки картласа ларатчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫырмасем, шарлаксем, пӗчӗк юханшывсем, мӑкланнӑ чулсем ҫине ҫапӑнса, хыттӑн кӗрлеҫҫӗ, анаталла, Тисса еннелле, урнӑ пек васкаҫҫӗ.Ручьи, потоки и речушки шумно клокотали на мшистых валунах и бешено мчались вниз, к Тиссе.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Макет ҫинче юханшыв та, вӑрман уҫланки те, ту тайлӑмӗсем те, шоссе те, ахаль ҫулсем те, сукмаксем те, ҫӑва та, пӗччен йывӑҫ та, тӗмсем те, канавсем те, ҫырмасем те пур.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юханшывсем, ҫырмасем лӑпкӑнрах юхма тытӑнчӗҫ, вӗсем халь, Горган тӑвӗсем патӗнчи пек, сӑртсене урлӑ касса мар, вӗсен тӑрӑх, юхаҫҫӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юханшыв ҫывӑхӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ ҫырсем, хӑшпӗр вырӑнсенчи чул сӑртсем, ҫара, тӗмӗллӗ е ращаллӑ ҫырмасем кӑна хамӑр таврари вырӑна тӳремсӗрлетеҫҫӗ, ту сӑн-сӑпатне кӗртеҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ку утрав ҫинче ҫырмасем те, йывӑҫсем те, сулхӑн вырӑнсем те ҫук, ӑна пӗр хытӑ та кӑтра курӑк ҫеҫ витсе тӑрать.То был остров без ручьев, без деревьев, без тени, заросший жесткой, курчавой травой.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ҫуркуннехи пек, ҫырмасем юхма пуҫларӗҫ.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӗллӗн-тӗллӗн сыхланса юлнӑ кӑмӑрчаклӑ кӑпӑшка юр хӗвел питтинче кӗмӗл хӗм сапса ирӗлет, туран пире хирӗҫ ҫурхи йӑрӑ шыв урам варринчех шӑнкӑр-шӑнкӑр пӗчӗк ҫырмасем уҫса юхать.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫырмасем Кубань енне ыткӑнса юхса, тӑмсемпе пурӑ сийӗсене касса, тарӑн шырлансем чавса кайнӑ.Реки в своем беге к Кубани прорезали глубокие каньоны в глинах и мергельных пластах.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Оборона рубежӗсем тума юрӑхлӑ тарӑн ҫырмасем Крымра ҫук.Глубоких рек, пригодных для оборонительных рубежей, в Крыму нет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Батальон ҫӗрӗпех, пӑрланса ларнӑ юр ҫийӗн никам ҫӳремен вырӑнсемпе, шӑнса ларнӑ ҫырмасем е тип варсем тӑрӑх, вӗтлӗхсем витӗр малалла шунӑ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Пирӗн айра, ҫӗр айӗнчи ҫутҫанталӑк вӑйӗпе пулнӑ тоннельсем тӑрӑх аялти сийсене ирӗлтерсе, минераллӑ ҫырмасем юхса выртаҫҫӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӗсене пӗчӗк трубасен ӑшне кӗртсе ҫӗр ҫине ҫиеле кӑларнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.