Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырасси (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Журналистӑн хӑюллӑ, витӗр куҫлӑ пулмалла — малта пыракансене ырланипе пӗрлех унӑн малалла кайма чӑрмантаракансене те ҫивӗччӗн питлемелле», — час-часах ҫапла калама юратать Паланов, анчах редакцире ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин фельетон ҫырасси пирки асӑнсан вӑл шӑл ыратнӑ чухнехи пекех асапланма тытӑнать — кам умӗнче те пулин куҫран ӳкесрен, критикӑна ытлашши ирӗке ятӑр тесе хӑйне ят тивесрен шикленет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ вӑя кӗнӗ тапхӑрта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе меслетсем сарӑлса пыраҫҫӗ: тестсемпе, вӑйӑсемпе, схемӑсемпе, таблицӑсемпе усӑ курасси, кластерсемпе синквейн, фишбоун тӑвасси, проектсемпе тӗпчев ӗҫӗсем ҫырасси.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

— Халиччен эпӗ Орлова юлташ халӑха ҫутта кӑларас ӗҫре палӑрмалла ӗҫсем тунине илтмен те, очерк-мӗн ҫырасси ҫинчен шухӑшламан, — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

— Хут ҫырасси ӗҫех мар та-ха вӑл…

— Написать бумагу — какая ж это работа?

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манӑн пӗтӗм ӗҫӗм те — аслӑраххисем хӑртаса тултарнине таса хут ҫине куҫарса ҫырасси кӑна.

Вся моя работа — перенести на чистую бумагу то, что старшие намудрили.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Санӑн — кантурта ҫырасси, манӑн — хамӑн ӗҫ.

Твое дело — писать в конторе, мое дело — это мое дело.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах ҫырасси, ҫӑмӑл пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсенчен уйрӑлас умӗн такӑшӗ унран парса яма ҫырусем ҫырасси ҫинчен сӑмах хускатрӗ, вара темиҫе колхозник ҫавӑнтах ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пухӑннисем «Хаҫат верстки», «Сӑнӳкерчӗксемпе тата иллюстрацисемпе ӗҫлесси», «Статья ҫырасси», «Интервью илесси» темӑсемпе мастер-классене хутшӑнчӗҫ, шкул хаҫачӗ кӑларас ӗҫре усӑ курмалли нумай информаци пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

Адьютантра ӗҫлесси ҫӑмӑл ӗҫех пулман: ҫар чӗлхипе тӗрлӗ хутсем е приказсем ҫырасси Эльгеевшӑн пирвайхи кунсенче питӗ йывӑр пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ирӗк мӗнле пулмалли шухӑшлӑ учительсемшӗн — вӑл касамат ҫурчӗ пулнӑ, тиексемшӗн — суя хут ҫырасси те хресченсенчен укҫа сӑтӑрасси.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сумми пилӗк пин доллартан чылай ытларах пулин те реклама ҫырасси ӑна ҫав тери йӗрӗнтерет, парире ҫӗнтерни вара — урӑхларах.

Насколько противно было ему писать рекламу, хотя предлагалась сумма значительно более пяти тысяч, — настолько выигрыш подобным путем был в его характере.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсенче, ҫӗрлехи ҫил-тӑвӑл усаллӑн ахӑрса уланӑ вӑхӑтра, телефон шӑнкӑртаттарнӑ хушӑра, тӳрӗ провод тӑрӑх калаҫнӑ чухне, ӗҫлӗ хутсем, ҫырусем, стенограммӑсем вуланӑ хушӑрах статья ҫырасси ҫинчен шухӑшлать, ҫак статьяпа вӑл юлташӗсен революциллӗн хӗрсе ҫӗкленнӗ хастарлӑхне социализмла ҫӗршыв туса ҫитерес ӗҫ тавра пуҫтарса пӗтӗҫтересшӗн тӑрӑшать; ку задачӑсем — чӑнахах та ҫав тери пысӑк, анчах та пурнӑҫа кӗме пултармалла, питӗ те йывӑр, анчах та ҫавӑрса илме май пур задачӑсем пулаҫҫӗ.

Бессонными ночами, под мрачную музыку ночного ветра, между телефонными звонками, разговорами по прямому проводу, чтением бумаг, писем, стенограмм — он обдумывал статью, где хотел сосредоточить революционное возбуждение товарищей на действительно грандиозных по замыслу, но реальных, неимоверно трудных, но достижимых задачах построения социалистического отечества.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Старик-платнике каччӑ Гусейн тетерен ялав ҫине мӗн ҫырасси ҫинчен ыйтрӗҫ.

Старик плотник и парень спросили у дяди Хусейна, что написать на знамени.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Андрей» хӑй тӗллӗнех пӗлӳ илнӗ, ссылкӑра чух никам пулӑшмасӑр нимӗҫпе француз чӗлхисене вӗреннӗ, пайтах кӗнеке вуланӑ, ҫавна май унӑн питӗ ҫырасси килнӗ, анчах вӑхӑчӗ тупӑнман тата хӑйӗн пултарулӑхне те шансах пӗтермен.

«Андрей» был самоучкой, в ссылке самостоятельно изучил немецкий и французский, прочитал там множество книг, и ему очень хотелось писать, но не было времени и не было уверенности в собственных способностях.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Анчах Людмила Ильинична ӗҫе тӗплӗ тума юратать (ку — пӗрремӗшӗнчен), ачасем хӑйсене ҫывӑх ҫынсем ҫинчен ҫырасси пирки пӗрре те шухӑшламасть (ку — иккӗмӗшӗнчен).

Но Людмила Ильинична во-первых, любит пунктуальность, во-вторых, нисколько не думает о том, что они действительно будут писать о своих знакомых.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Сената ҫапла ҫырасси Красшӑн пит аван мар пулнӑ, ҫапах вӑл Рима ҫавӑн евӗрлӗ ҫыру ҫырса янӑ.

Хотя Крассу было очень неприятно писать такие вещи, однако он был вынужден отправить в Рим послание, составленное в таком духе.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Икона ҫырасси никама та хавхалантармасть; темле ӑслӑ усал ҫын ӗҫе ним илемӗ те ҫук тата ӗҫпе интереслентерме, ӑна юраттарса яма пултарайман темиҫе тӑвӑм туса вакласа хунӑ.

Иконопись никого не увлекает; какой-то злой мудрец раздробил работу на длинный ряд действий, лишенных красоты, не способных возбудить любовь к делу, интерес к нему.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Те вӑл халь мӗн пулса иртнине ӑнланса, хӑйӗн питне колхозниксенчен юри пытарнӑ, те облаҫа памалли ҫӗнӗ жалобӑна мӗнле ҫырасси ҫинчен шухӑшланӑ — кам пӗлет ӑна!

Понял ли он, что произошло, и спрятал лицо от колхозников или обдумывал новую жалобу в область — кто его знает!

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Эпӗ денщиксене ялсене ямашкӑн ҫырусем, савнисем патне ямашкӑн хутсем ҫырса параттӑм, ҫак мана кӑмӑла каятчӗ; анчах Сидоров валли ҫырусем ҫырасси ыттисене ҫырса панинчен лайӑхрах туйӑнатчӗ — вӑл кашни шӑматкунах Тулӑри йӑмӑкӗ патне ҫырусем яратчӗ.

Я писал денщикам письма в деревни, записки возлюбленным, мне это нравилось; но было приятнее, чем для других, писать письма для Сидорова, он аккуратно каждую субботу посылал письма сестре в Тулу.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех