Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыранӗнче (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сухона юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ.

Расположена на левом берегу реки Сухоны.

Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0

Дунайӑн тепӗр енчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Словакири Штурово хулипе Эстергом Мария Валерия кӗперӗ урлӑ ҫыхӑннӑ.

Со словацким городом Штурово на другом берегу Дуная Эстергом соединяет мост Марии Валерии.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Юханшыв ку вырӑнта Словакипе чикӗ йӗркелет, тепӗр ҫыранӗнче Словаки хули – Штурово — вырнаҫнӑ, вӑл Эстергомӑн тӑванлӑ хули шутланать.

Река образует в этом месте границу со Словакией, а на противоположном берегу находится словацкий город-побратим Штурово.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Санта-Крус кӑнтӑр ҫыранӗнче Пуэрто-Айора утравӗн административлӑ тӗпӗ пур, унта 12 пине яхӑн ҫын пурӑнать.

На южном побережье Санта-Крус находится административный центр острова город Пуэрто-Айора, в которой живёт около 12 тысяч человек.

Санта-Крус // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... %BE%D1%81)

Яланхи пекех, хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче ҫулсерен 150 яхӑн йӑрӑмлӑ пӗчӗк кит тата 10 финвал тытаҫҫӗ, хӗвелтухӑҫ енче — 10 яхӑн йӑрӑмлӑ пӗчӗк кит .

Как правило, на западном побережье ежегодно добывается около 150 малых полосатиков и 10 финвалов, а на восточном — около 10 малых полосатиков.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Халӑх нумай пурӑнакан хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче китӑн 90% тытӑнать.

На гораздо более населённом западном побережье добывается около 90 % китов.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Гриндадрап» фестивале ирттернӗ чухне Фарер утравӗсен ҫыранӗнче темпе те кӑсӑкланакан пин-пин турист умӗнче дельфинсене питӗ нумай вӗлернӗ.

30 июля 2022 года в рамках проведения фестиваля «Гриндадрап» в присутствии тысяч любопытных туристов на побережье Фарерских островов произошло массовое убийство дельфинов.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

XVII ӗмӗрте кит тытас ӗҫе Ҫурҫӗр Америкӑн тухӑҫ ҫыранӗнче те пуҫланнӑ.

В XVII веке китобойный промысел также начался на восточном побережье Северной Америки.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Пантей юхан шывӑн чӑнкӑ ҫыранӗнче йӑлӑмри тем анлӑш хыр вӑрманне, иртен-килен пӑрахутсемпе кимӗсене пӗр вӑхӑт сӑнаса, вӗсемпе киленсе тӑнӑ хыҫҫӑн шыв хӗрне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пӗррехинче, лешӗ тӗлпулӑва пыман каҫхине, хӗр Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче виҫӗ сехет кӗтсе тӑчӗ, ӑшӑ ыйха путакан хулан пушанма тытӑннӑ урамӗпе унӑн общежитие пӗччен таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Фессали тӳремлӗхӗн анӑҫ енче, тинӗс шайӗнчен 242 метр ҫӳллӗшӗнче, Пиньос юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, Афинӑран 264 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла, Ларисӑран 68 километрта, Трикалӑран 21 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ.

Расположен на западной окраине Фессалийской равнины, на высоте 242 метра над уровнем моря, на левом берегу реки Пиньоса, в 264 километрах к северо-западу от Афин, в 68 километрах к западу от Ларисы и в 21 километрах к северо-западу от Трикалы.

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

Фуншал, автономи регионӗн тӗп хули пулнӑ май Мадейра архипелагӑн тӗп утравӗн кӑнтӑр ҫыранӗнче тӗп вырӑн йышӑнать.

Фуншал, столица автономного региона Мадейра главенствует над южным побережьем Мадейры, главного острова архипелага.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Сылтӑм ҫыранӗнче — йӗрки-йӗркипе йӑрӑс хыр, сулахай енче — шап-шурӑ хурӑнлӑх…

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Аврора» залп панӑ вӑхӑтра эпир Нева ҫыранӗнче пулеметпа хурал тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Атӑлҫи Пӑлхарӗн чи авалхи сыхлав вырӑнӗ, Атӑлӑн сылтӑмри чӑнкӑ ҫыранӗнче чикӗсене тӑшмансенчен хӳтӗлеме никӗсленӗскер, пурӑна киле вӑтам суту-илӳ хули пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялта ҫынсен шучӗ ӳссе кайсан ҫамрӑксем валли Кучассин тепӗр ҫыранӗнче ҫӗр уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Леви хулапа ӑна Квебек кӗперӗ ҫыхӑнтарать.

С расположенным на правом берегу городом Леви его соединяет Квебекский мост.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

1945 ҫулхи апрелӗн 17-мӗшӗнче, 73 ҫул каялла, Одер юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче нимӗҫ фашисчӗсемпе пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Питӗркассинче ҫуралса ӳснӗ 36 ҫулхи чӑваш арҫынни паттӑрлӑх кӑтартса пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Ҫак иртнӗ ҫулсем хушшинче Енисей шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче ҫӗнӗ порт Игарка ӳссе ларчӗ.

На правом берегу реки Енисея вырос за последние годы новый порт Игарка.

Игарка — полярти порт // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Коммунар» совхозран ҫурҫӗрелле, Быстрая юханшывӑн сылтӑм чӑнкӑ ҫыранӗнче рабочисен пысӑк поселокӗ — Ленино сарӑлса выртать.

На правом крутом берегу Быстрой от совхоза «Коммунар» раскинулся большой рабочий поселок — Ленино.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех