Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпӑҫтарса (тĕпĕ: ҫыпӑҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын ура ҫине тӑчӗ, шӑлавар кӗсйинчен пӗчӗк тутӑр кӑларса, унпа суранне пускаларӗ, унтан костюмӑн шалти кӗсйинчи блокнотран пӗр таса листине ҫурса илсе темиҫе татӑк турӗ, пӗрне сӑмси шӑйрӑлнӑ вырӑна ҫыпӑҫтарса хучӗ, ыттисене, кайран улӑштарма тесе, кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Гури, йӗри-тавра пӑхса, шӑппӑн кӑна паян хӑй Уҫӑппа тата Павӑлпа пӗрле малтан чиркӳ хуралҫи патӗнче пулнине, унтан Уҫӑп Якку пуппа мӗнлерех калаҫнине, кайран пӗлтерӳсем ҫырса вӗсене Павӑлпа иккӗшӗ ял тӑрӑх ҫыпӑҫтарса ҫӳренине йӑлтах тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшмин кашни урамӗ кӗтесне хаҫатсем ҫине хӗрлӗпе ҫырнӑ пӗлтерӳсем ҫыпӑҫтарса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пичче Кукшака кайиччен мана саспаллисене кӑтартнӑччӗ, анчах эпӗ вӗсене ҫыпӑҫтарса вулама пӗлейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир ӑна хамӑр кӗтессе пӗрене ҫумне сухӑрпа ҫыпӑҫтарса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тытса чӑмӑртасан эпӗ сан пӳрнӳсене пӗр ҫӗре ҫыпӑҫтарса лартма пултаратӑп.

Когда я сжимаю, я смогу склеить твои пальцы в одну кучу.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эс куна пире хӑратма юри ҫыпӑҫтарса янӑ пуль, Ахтупай?

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Боеприпас ҫине заряд ҫыпӑҫтарса хурса хӑрушсӑрлӑх мӗн ыйтнине пӑхӑнса ӑна тӗп тунӑ.

Боеприпас был уничтожен накладным зарядом с соблюдением всех требований безопасности.

Улатӑрта миномет минине тӗп тунӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32890.html

Ҫил кӑна юр пӗрчисене пит ҫине ҫыпӑҫтарса ирӗлтерет…

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӑлтӑрсен ӗмӗрхи вӑйӗ пӗтӗм ункӑсене пӗрле ҫыпӑҫтарса «ылтӑн вӑчӑра» тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр ҫуртӑн хапха юпи ҫумне пӗлтерӳ-чӗнӳ ҫыпӑҫтарса хунӑ: «Хабаровский педтехникум по ул. Запарина, 45 обьявляет дополнительный набор студентов на первые и третьи курсы. Обращаться… — сехетсене кӑтартнӗ, — в дирекцию техникума».

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ман документсене пӑхса тухрӗҫ, юнашар пӳлӗмри хӗрсем договор формине тултарчӗҫ, ун ҫине сӑнӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Купӑсӗ, ҫӳхе хӑмасене ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарса тунӑскер, питех те ҫӑмӑл иккен, хӑй вара, кӗленче савӑт пек, тӗкӗннӗ-тӗкӗнмен илемлӗн янраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑл каснӑ ҫӑкӑр чӗлли, ӑна ҫӗнӗрен ҫыпӑҫтарса хума ҫук.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сенкер шпалер ҫыпӑҫтарса капӑрлатнӑ пысӑках мар залра виҫӗ ҫын кӑна профессор йышӑнасса кӗтсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн хушатӑр? — ик ура кӗллине ҫыпӑҫтарса пуҫне тайса каларӗ ҫак ҫын.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пиччӗшӗн стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑнӑ кун кӗнекине илнӗ те Павлуш татӑкӑн-татӑкӑн ҫыпӑҫтарса вӑрӑм сӑмах тунӑ: Наполе-он+низкаго+вдему (куна Санькка каланинчен аса илнӗ) + пришли+шемуся (каллех Санькка сӑмахӗнчен)+кому+ прили (вӗҫне кӑларса пӑрахнӑ)+фонку (граммофонӑн юлашки сыпӑкне улӑштарнӑ)+себе+биллион (ку числона календарьте курнӑ).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫитменнине, кӗвӗҫекен арҫын пек, просвир пӗҫерекен тӑлӑх арӑма пуп ҫумне ҫыпӑҫтарса, Софья Ильинична умӗнче хӑйӗн ятне ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Утлӑ стражниксем, пӑшалӗсене хулпуҫҫи урлӑ ҫакса, хӗҫ йӗннисене ҫӑтрах пӗҫҫисем ҫумне ҫыпӑҫтарса, лашисем ҫине ҫӑмӑллӑн утланса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗнле савӑннӑ пулӗччӗ-ши вӑл ҫав Тимофей Николаевич ӗҫӗпе Элкей Микулине ҫыпӑҫтарса хунӑ пулсан.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех