Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен те пулмарӗ, ҫывӑхрах Туруновӑн чӗрене ҫурса яракан тытӑнчӑк сасси илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫывӑхрах пӑта кӑларнӑ сасӑ вӑрӑммӑн чӗриклетрӗ, ҫынсем калаҫни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑвашла уйӑх ячӗсемпе усӑ курма пуҫланӑранпа вӑтӑр ҫул та иртрӗ пулин те халӑха ҫавах январьсемпе февральсем ҫывӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ӑслӑ вӗлле туса хурас вӗренӳ программине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай шкул ачисем малалла та ял хуҫалӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ вӗлле ӑсталаса программӑлаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60477

Вӗлле туса программӑпа тивӗҫтернисӗр пуҫне шкул ачисем биологи вӑрттӑнлӑхӗсемпе те ҫывӑхрах паллашӗҫ: пыл хурчӗсем валли мӗнле температура условийӗсем кирлине, вӗсене хӑҫан ҫитермеллине вӗренӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ вӗлле ӑсталаса программӑлаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60477

Ҫапла майпа вӗсем виҫӗ-тӑватӑ ҫыхӑ турӗҫ-и — ҫывӑхрах аслати хаяррӑн кӗмсӗртетрӗ, вӑрман хыҫӗнчен хура пӗлӗт упа пек йӑраланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ҫывӑхрах - кӳршӗ подъездра, стена хыҫӗнче е хирӗҫ сӗтел хушшинче.

Она уже совсем рядом – в соседнем подъезде, за стеной или за столиком напротив.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӑн Явӑш ялӗ округ центрӗнчен, тӗп больницӑран аяккарах вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та медицина пулӑшӑвне ҫывӑхрах илме май пурри халӑха чӑннипех савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Хыҫра, ҫывӑхрах, заводӑн пысӑк чул ҫурчӗсем ҫуталса лараҫҫӗ, станоксен шавӗ лайӑх илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Шурӑ хурӑн вӑркӑш ҫилпе хӑйӗн вӗтӗ лӑссисене хумхатса ячӗ, ҫывӑхрах виҫӗ хутчен куккук авӑтса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сасартӑк ҫывӑхрах калама ҫук ҫамрӑк та илемлӗ сасӑпа юрлани илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫывӑхрах, Аму-Дарьяна юхса кӗрекен ӑшӑх ҫырмара, шапасем асса кайса кӑваклатаҫҫӗ, тата хӑйӑрлӑ сӑртлӑх леш енче ҫӗр каҫма ларнӑ тӑрнасем канӑҫсӑр тринклетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫывӑхрах, ҫӳҫе тӗми айӗнче, шӑпчӑк юрласа ячӗ, пулӑсем ҫаплах хавассӑн вылярӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫывӑхрах пӗр вырӑн пур, хӑмла ҫырли хуть те витрипех тат!..

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тен, «Янтрак янтравӗпе», «Аслӑ суеҫӗпе» (унта Матьӑка кӑна асӑннӑ-ха) тата «Хитре Чӗкеҫпе» ҫывӑхрах паллашнӑ хыҫҫӑн, тепӗр тӗпчев те ирттерме май пулӗ…

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Шарпаша пӑртак ҫывӑхрах ӗнтӗ, апла пулин те Герасим Федотович ҫула май Сурпайри мӑнакка патне кӗрӗп, унта пӗр ҫӗр каҫӑп тенӗскер Шупашкара Ямаш урлӑ кайма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫывӑхрах снаряд ҫурӑлсан мана, анкӑ-минкӗ пулнӑскерне, тӑпра витсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл мана Шанаров пек туйӑнчӗ — ҫывӑхрах пытӑм та уҫӑмлах палларӑм: чӑнах ҫавӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ Глафирӑпа ҫывӑхрах пулсан Аркаш ытларах асапланас пек те туйӑнчӗ тата.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй вӑл сирӗнпе ҫывӑхрах паллашасшӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех