Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1933—1940 ҫулсенче ҫырнӑскерсем, вӗсем чӑваш поэзийӗн паха тӗслӗхӗсем шутне кӗреҫҫӗ, поэтӑн таланчӗ тӑван халӑх ӑс-хакӑлӗпе, чун-чӗрипе ҫывӑхран та ҫывӑх тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӗрӗслӗх ҫӗнтерчӗ, кунсем уяртрӗҫ, кӑкӑр тулли уҫҫӑнрах сывлать халӑх, ӗмӗтне ҫывӑхран курса, халиччен ҫӗр ҫинче ӗмӗрне пулман ырӑран ырӑ пурнӑҫалла хавхаланса ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Танк вӑл суккӑр, ҫывӑхран курмасть!

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Энӗшкасси пирӗншӗн эпир унта ҫуралса ӳснӗрен, улӑх-ҫаранти кашни кӗтес ҫывӑхран ҫеҫ паха мар…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ конструкциллӗ ҫуртсен тимӗр каркасӗсем ҫывӑхран тата ҫӳллӗрех курӑнаҫҫӗ, тӳпепе пӗрлешнӗн туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл Семен Сергеевич патне васкавлӑн утса пычӗ те: — Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннӑм, Семен Сергеевич, — терӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, — эсӗ яланах пирӗншӗн ҫут хӗвел пек ялкӑшса, ҫиҫсе тӑратӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене кашни кунах ҫывӑхран курса сӑнанӑ.

Я видел их совсем близко.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Инҫетре снарядсем ӳксе ҫурӑлни шӑпланчӗ, пӗр ҫутӑлакан пуля та пӗлӗте амантмарӗ, ҫывӑхран пӗр самолет та кӗрлесе иртмерӗ, ҫӑра туратсем хушшинчи куҫа курӑнман кайӑксем ҫеҫ хӑйсен ӗмӗр-ӗмӗрхи ансат юррисене юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь ӗнтӗ ҫывӑхран паллашрӑмӑр — алӑ тытса, ӑшшӑн калаҫса, сӑвӑ вуласа, пӗр-пӗрин адресне ҫырса илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Картлашка умӗнче — те краҫҫын тӑкӑннӑ вара — ҫывӑхран карталаннӑ уйӑх карти пек ҫаврашка сарӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чи юратнӑ усрав юррӑмсене, ҫывӑхран та ҫывӑх ҫын умӗнче ҫеҫ юрлама упраса усранӑскерсене, эсӗ ҫеҫ илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗвел ҫывӑхран карталаннӑ — ку вӑл тепӗр ҫур талӑкран ҫанталӑк пӑсӑласса.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахвишӗн вара уння юррине итлеме тивӗҫ илнӗ ҫывӑхран та ҫывӑх тус — тӑван тавралӑх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кунта вӑл ҫамрӑках мар директорпа ҫывӑхран ҫывӑх паллашать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа пулӗ, Укаслу мана питӗ килӗшет, ӑна эпӗ хамӑн ҫывӑхран та ҫывӑх тӑван пекех куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Чӑннипех те, тӑшман салтакӗ ҫывӑхран иртсе каяс пулсан та, ман окопа асӑрхас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Мӑнтӑррине курассисӗр пуҫне манӑн чир-кӳре юрланине ҫывӑхран илтес килет.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Питӗ ҫывӑхран илтес килет-ҫке Уртем Михалин ҫав чун йӑпатмӑшӗсене.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хӗр, кайӑка ҫывӑхран курас шутпа, ун патне пырса пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫывӑхран паян кӑна ҫӑвӑн пекех сӑнанӑран-ши е тата урӑх сӑлтава пула, Униҫ инкене хӗр ҫав тери чипер пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех