Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарма (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем, хӑйсен штаб машинисем кунта мӗншӗн чарӑнса тӑнинчен тӗлӗнсе, кӗпер патне майӗпентерех, сыхланарах ҫывхарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пурте харӑс сиксе тӑчӗҫ те ҫӑмӗсене тӑратса хӗрарӑм еннелле хӑрӑлтатса ҫывхарма пуҫларӗҫ, чи малта — кашкӑр ами.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майӗпен хӑрлата-хӑрлата, сӗлекисене ҫӑта-ҫӑта ҫывхарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иртерех тӑкнипе эрнипех кил патне ҫывхарма ҫук шӑршӑ тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫитӗнсен тележурналист пулас кӑмӑллисене вара ӗмӗчӗ-тӗллевӗ патне ҫывхарма эпир пулӑшрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Ӗмӗчӗ патне ҫывхарма Дашӑна та, унпа пӗр шухӑшлисене те «Пограничниксен юлташлӑхӗ» пӗрлӗх пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Анчах ку вӑхӑта Шӑхаль те таркӑнсем патне чылаях ҫывхарма пуҫланӑччӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах, ун шухӑшне ӑнланнӑн, кашкӑрсем ачасене хупӑрласа илчӗҫ, хыҫалтан пырса тухнисем йӑпшӑна-йӑпшӑна ҫывхарма тытӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӳрт патне ҫывхарма пуҫлатӑр кӑна — кирек мӗнле фашист та ӑна шӑлса пӑрахма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайса уй-хирте сарӑлнӑ, асфальт ҫул патне ҫывхарма пуҫланӑ.

Большой Цивиль вышел из берегов и раскинулся по полям, начал приближаться к асфальтированной дороге.

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34582.html

Вут патне тискер кайӑк та, ҫӗрӗн шӑвансем те ҫывхарма хӑяймӗҫ…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Раҫҫей предпринимателӗ Андрей Ковалев шутланӑ тӑрӑх, пӗр доллар хакӗ кӑҫал 100 тенке ҫывхарма пултарать.

Как считает российский предприниматель Андрей Ковалев, стоимость одного доллара в этом году может приблизиться к 100 рублям.

Миллиардер шухӑшӗпе кӑҫал доллар 100 тенке ҫитӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34334.html

Кунта асли кам пулнине сиссе вӑл нимрен ытла Тукай мӑрса патне ҫывхарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутар княҫӗсем ҫеҫ чатӑр умӗнчен хӑпмарӗҫ — хӑйсене ятарласа чӗнмесӗр вӗсем аслӑ князь патне ҫывхарма хӑймарӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫынсем хушшипе профессор патне ҫывхарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн аслӑ князь каялла ҫаврӑнчӗ те дьяксене парнесемпе хӑй патне ҫывхарма паллӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешӗ вӗсене пуҫне йӑлтӑртатса тӑракан шлем, ҫине ылтӑн укапа илемлетсе пӗтернӗ епанча тӑхӑннӑ ҫын патне ҫывхарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Э! — терӗ те ҫак ҫын — пире мӗн пур вӑхӑтӑн мӗн пур пьесин геройӗсемпе героинисем тӗрткеленӗрен палӑк ҫумнех кайса тӑчӗ, мана ҫывхарма паллӑ пачӗ.

— A! — сказал человек и, так как нас толкали герои и героини всех пьес всех времен, отошел ближе к памятнику, сделав мне знак приблизиться.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Мисс, — тет капитан, — эпӗ ҫӗнӗ Америка уҫма тата сирӗнтен королева туса хума пултаратӑп, анчах фрегата тарӑн ҫӗрте чарма, утрав патне ҫывхарма май ҫук, мӗншӗн тесен кӑтра хумсемпе рифсем чӑрмантараҫҫӗ.

«Мисс, — сказал капитан, — я могу открыть новую Америку и сделать вас королевой, но нет возможности подойти к острову при глубокой посадке фрегата, потому что мешают буруны и рифы.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Цаупере ларакансенчен пӗрин патне куҫне чарса ҫывхарма пуҫласан лешӗ тӳрех сиксе тӑчӗ.

Дикарь, закатив глаза, подошел к одному из сидевших, который тотчас вскочил.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех