Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхаратчӗ (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунталлах ҫывхаратчӗ трактор, анчах кӗҫех шӑпланчӗ те, хӑлхара вӑр-ман шавӗ ҫеҫ кашласа тӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ-виҫӗ эрне каялла ҫеҫ-ха кай енчен каҫ пулса килетчӗ те, мал енчен ҫутӑлса та ҫывхаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӗркунне ҫывхаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

…Колхозри ревизи комиссин председателӗ Степан Петрович Придиркин Тукаса каҫнӑ чух кӑнтӑрла ҫывхаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Сӑмсах тавра хыттӑн ишсе пынӑ чухне эпир кӑштах японецсен кунгасӗ ҫине пырса кӗреттӗмӗр, — вӑл завод патнелле ҫывхаратчӗ.

На полном ходу мы обогнули мыс и чуть не налетели на японский кунгас, подходивший к заводу.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Апашра пулчӗ ку, кӗркунне ҫывхаратчӗ ун чух.

Это было в Абашево, тогда приближалась осень.

Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.

Вӑхӑт нумай иртнӗччӗ ӗнтӗ, ҫурҫӗр ҫывхаратчӗ.

Было поздно, около полуночи.

X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ман йытӑ ун патнелле хуллен ҫывхаратчӗ — сасартӑк ҫывӑхри йывӑҫ ҫинчен хура пӗсехеллӗ ватӑ ҫерҫи ун сӑмси умнех вӗҫсе ӳкрӗ те, тӗкӗсене тӑратса, хаяр та мӗскӗн сасӑпа чӗриклетсе, шӑллӑ, карӑлнӑ ҫӑвар ҫинелле пӗр-икӗ хут сикрӗ.

Моя собака медленно приближалась к нему, как вдруг, сорвавшись с близкого дерева, старый черногрудый воробей камнем упал перед самой ее мордой — и весь взъерошенный, искаженный, с отчаянным и жалким писком прыгнул раза два в направлении зубастой раскрытой пасти.

Ҫерҫи // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 168–169 с.

Юлашки кунсенче Радӑн шкул ӗҫӗ пит нумайччӗ, ҫулталӑкра вӗреннӗшӗн памалли экзамен ҫывхаратчӗ.

Последнее время Рада была очень занята в школе, потому что приближался годовой экзамен.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юркка ҫухалнӑранпа 20 кун ҫывхаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Эпир ҫитнӗ чухне кӑнтӑрла ҫывхаратчӗ, ҫӗр ӗҫченӗсем валли апат илсе килекен автобуспа Николай Скобелев ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех