Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухрӑмра (тĕпĕ: ҫухрӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Район центрӗнчен чи инҫетри колхоз вӑтӑр икӗ ҫухрӑмра.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ҫтенкке арманӗ пирӗн ялӑн Тукай текен вӗҫӗнчен виҫӗ ҫухрӑмра.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Икӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑскере ытти ачасемпе пӗрле ҫуран утнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Ялтан пӗр ҫур ҫухрӑмра, вӑрман сӑмсахӗнчи пӗчӗк лупашкара, стариксем лараҫҫӗ.

В небольшой ложбине на краю леса, примерно в полуверсте от деревни, сидели старики.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑҫал Иван ҫуракинче мӗнле йӗркепе ӗҫленине пӗлсех те каймасть: кунта — ик-виҫ лаша, лере — ик-виҫ лаша, кунта пӑрҫа акаҫҫӗ, ҫур ҫухрӑмра — сӗлӗ акаҫҫӗ, тем пирки питӗ сапаланчӑк тата васкаса ӗҫлеҫҫӗ, вӑхӑтра акса пӗтереймесрен хӑраҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫухрӑмра, сӑртлӑ вырӑнта, ҫурлапа выракансен пуҫӗсем мӗкӗлтетни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, умра, пӗр ҫухрӑмра, танксем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ятман вӑл тухнӑ еннелле, виҫӗ ҫухрӑмра ларакан кӳршӗ ял ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер хыпар килчӗ: пӗр ҫарӗ Рязань патнех ҫитсе тухнӑ, Никола-Заразскинчен вунӑ ҫухрӑмра Дмитрий Палецкий отрячӗпе ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитменнине тата, ҫывӑхра, ҫирӗм-вӑтӑр ҫухрӑмра, пӗр ял та ҫук тесе калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хушӑра мӑрса кунтан ҫич-сакӑр ҫухрӑмра ларакан Сӑрьелне кайса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялтан вунӑ ҫухрӑмра пурӑнакан ҫынсене тупма пит йывӑр тетне?

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗҫнерникун NASA-н Juno (Юнона) космос аппарачӗ Юпитерӑн Европа уҫлӑхташӗнчен 357 ҫухрӑмра вӗҫсе иртнӗ.

В четверг космический аппарат NASA Juno (Юнона) пролетел на расстоянии 357 км от луны Юпитера Европы.

Juno аппарат Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗ патне ҫывхарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33058.html

Вӑрҫӑ пуҫланиччен икӗ кун маларах пирӗн 164-мӗш стрелковӑй дивизи, мана шӑпах унта ячӗҫ, Прут юхан шывӗнчен виҫӗ ҫухрӑмра позици йышӑнма приказ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Кайран Хурамалта (вун икӗ ҫухрӑмра) вунӑ класс вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Ҫӗр айӗнче пулса иртнӗ ҫапӑну эпицентрӗ Юйцзин районӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ, гипоцентр вара пысӑках мар тарӑнӑшра пулнӑ — 10 ҫухрӑмра кӑна.

Эпицентр подземных толчков располагался в районе Юйцзин, гипоцентр залегал на относительно небольшой глубине — около 10 км.

Тайваньте ҫӗр чӗтреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32923.html

Вӑл Канаш хулинчен 17 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Ун ҫыннисем — чӑвашсемпе ҫармӑссем — Хусан ханӗ кунтан миҫе ҫухрӑмра пулнине ҫине-ҫине пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Китай чикки Хабаровскран 20-30 ҫухрӑмра ҫеҫчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Воскресенски вулӑсран — кунтан аллӑ ҫухрӑмра.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех