Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухалса (тĕпĕ: ҫухал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна ҫеҫ ӑнланаймастӑп: мӗншӗн мӗскӗнленет вӑл сан умӑнта, мӗншӗн ҫухалса каять, хӑйӗн ҫирӗплӗхне палӑртаймасть?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Песок ярса пар-ха… тем, ал чӗтрет… — терӗ те Прохор Петрович ҫухалса кайнӑн, кашӑкне Улюка пачӗ, пысӑк ҫамки айӗнчен куҫ ҫутине ман еннелле тепӗр хут йӑлт!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ку-и?.. — тетӗп ҫухалса кайнӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хастарсем общество пурнӑҫӗн пур сферине те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ: ҫухалса кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ, экологие тимлӗх уйӑраҫҫӗ, чӗрчунсене хӳтӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ӗҫре кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтаратӑр, пултарулӑх ҫухалса кайма памӗ.

В деловой сфере вы сможете справиться с любыми трудностями, ваш талант и творческие способности не дадут растеряться.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халь таҫта вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте ҫухалса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Валерия Ивановна, нимӗн те ӑнланса илеймесӗр, ҫухалса кайсах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Георгий хӑй те, ҫак кӗтмен хыпара илтсен, малтанлӑха ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫавӑнпа ӑна ниҫта кайса кӗмелле мар йывӑр пулса ҫитет, ун чухне ҫухалса кайма та, йӑлтах пӗтсе ларма та пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑхӑтӑн та, ҫут тӗнченни пекех, вӗҫӗ-хӗрри ҫук, вӗсем иккӗшӗ те ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑхӑтпа тӗнче хушшинче йӑлтах ҫухалса, ирӗлсе, курӑнми пулса кайнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ ытла та ҫухалса кайнӑ тӗслӗччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Каярахпа вӗсем таҫта ҫухалса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Севет, эс мӗн ҫухалса ларатӑн? — арӑмне вӑрҫрӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Тӑвансем ҫинчен аса илмесӗр ҫухалса пурӑннӑ анра сурӑхшӑн ӗҫӗпӗр! — эрех черккине шӳтлӗн-мӗнлӗн ҫӗклерӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хытӑрах утнӑ пулсан уй варринчи хурӑн патне ҫанталӑк тӗттӗмлениччен ҫитеттӗм те ҫултан ҫухалса каймастӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫакнашкал кутсӑр-пуҫсӑр ҫанталӑкра ку уйра сахал мар ҫын ҫухалса кайнӑ, шӑнса вилекенсемех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Вӑрманти ҫул ҫинчех ҫухалса каймӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫухалса кайма эпир суккӑр ҫынсем-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫухалса каймӑпӑр-ши? — шикленчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Халӗ пирӗншӗн чи кирли — ҫухалса кайманни.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех