Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухалнӑ (тĕпĕ: ҫухал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫухалнӑ упӑшкана арӑмӗ те алӑк еннелле ҫеҫ тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Ҫапла ҫав ҫыру йӗрсӗр-мӗнсӗр ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр те хӑй класӗнче варринчи пӗр парттӑ хушшине Малинов Мишӑпа (каярахпа паллӑ пулчӗ: унӑн ашшӗ вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ) пӗрле ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ манӑн яланлӑхах ӳксе сӳннӗ ҫӑлтӑр, ҫумран ҫухалнӑ телей.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Манӑн ҫухалнӑ ҫуркунне…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманта чукун-тимӗр тӗслӗ ӗнтрӗк пачах ҫухалнӑ ӗнтӗ: йӗри-тавра — сӑмала хури ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав кунах Вӑрнар арҫынни, 58 ҫултискер, ҫухалнӑ.

В тот же день исчез 58-летний мужчина из Вурнар.

Кӗрекаҫ каччин виллине тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34472.html

Ҫухалнӑ кун вӑл хура-хӗрлӗ тӗслӗ куртка (унта «Раҫҫей» тесе ҫырнӑ), хура шӑлавар, хура пушмак, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

В день пропажи он был одет в красно-черную куртку с надписью «Россия», черные штаны, черные ботинки и в черную шапку.

Муркаш районӗнчи 19-ти каччӑна шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34455.html

Юрлама пуҫланӑ кайӑксем еннелле утма тӑрать ҫеҫ, куҫа курӑнман юрӑҫсем теме сиссе шӑпӑрт пулаҫҫӗ, мучин ҫамрӑклӑхӗ аяккалла кайса ҫухалнӑ пекех, пӗчӗк юрӑҫсем те таҫта вӗҫсе пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Эпӗ те телейлӗ, Борис, эпӗ хамӑн ҫухалнӑ телейӗме тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Арҫын больницӑра сипленнӗ чухне унӑн картти ҫинчен 80 пин тенкӗ укҫа ҫухалнӑ.

Пока мужчина находился на лечении в больнице, с его карты исчезло 80 тысяч рублей.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

Вӑрнар районӗнче пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ.

В Вурнарском районе пропала женщина.

Вӑрнар районӗнчи хӗрарӑм ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34332.html

Апла пулин те унти пурлӑх — 400 метр тӑршшӗ кабель — ҫухалнӑ.

Тем не менее, находящееся там имущество — кабель длиной 400 метров — пропало.

Кабель сутса эрех туяннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34331.html

Пӗр каҫхине Вӑрмар МТСӗн тавар турттармалли автомашинӑн кустӑрмисем ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫакна Елчӗк районӗнчи ҫар комиссариачӗ 1946 ҫулхи август уйӑхӗнче СССР Оборона министерствине хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксем ҫинчен ярса панӑ донесенире ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

1942 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

121-мӗш танк бригадин командованийӗ 1942 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче СССР Оборона Халӑх Комиссариачӗ ҫумӗнчи ҫар ҫыннисен ҫухатӑвӗсене шута илсе пыракан бюро начальникӗ тата 66-мӗш Арми штабӗн комплектовани пайӗн начальникӗ патне янӑ донесенире танк бригади октябрӗн 20-30-мӗшӗсенче вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ кӗҫӗн командирсемпе салтаксен списокӗ куҫ тӗлне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Кун хыҫҫӑн Николай ҫухалнӑ, унпа халӗ ҫыхӑну ҫук.

После этого Николай исчез, с ним теперь невозможно связаться.

Пӑртас арҫынни Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34230.html

Оркестр, — кӑшкӑрса каланӑ вӑл юлашкинчен, — выля малалла! — вара вӑл ҫав самантрах унтан ҫухалнӑ.

Оркестр, — восклицала она в заключение, — продолжайте! — и исчезала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Викторӑн шухӑшӗсем, шкул хӳминчен иртсе, хӗр нумаях пулмасть кӗрсе ҫухалнӑ пӗчӗк алӑк патнелле вӗҫрӗҫ.

Взгляд Виктора мысленно устремляется за забор и дальше, до маленькой двери, в которую вошла девушка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех